Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
САКĂР çулхи Юльăна шăпи 2008 çулта Шăмăршă ялне илсе çитернĕ. Хĕрачан пĕчĕклех тăван çемьерен уйрăлмалла пулса тухнă. Амăшне ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен судпа хăтарнă хыççăн вăл пĕр вăхăт Карапай Шăмăршăри туберкулезпа кĕрешекен санаторире пурăнчĕ. Çак лару-тăрăва хăнăхма малтанах çав тери йывăрччĕ...
Пурнăçра час-часах çапла пулса тухать: ытларах айăплин мар, çылăхсăррин нуша тỹсме тивет. Чăн та, санаторире апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен лайăх - кунне 3 хутчен вĕри апат çитереççĕ, таса вырăн çинче çывăрттараççĕ. Ăшă, пур çĕрте те тирпей, тасалăх хуçаланать. Амăшĕ те ĕçмен чухне выçă тăратман-ха, пĕçерме те ỹркенместчĕ. Анчах ун пек кунсем юлашки вăхăтра сайра пулатчĕç - час-часах амăшĕпе тăван мар ашшĕ эрехпе йăпанатчĕç...
Çапла Карапай Шăмăршăра 3 уйăх та иртсе кайрĕ. Юльăна усрама илес кăмăллисем те пулман мар, анчах темшĕн çак ĕç вĕçне тухса пĕтейместчĕ. Тĕрĕссипе, никам патне те чунĕ те туртмастчĕ унăн. Хăйĕн çемйинех таврăнас килетчĕ. Шав кĕтетчĕ амăшĕ ăна илме килессе...
Пĕррехинче, март пуçламăшĕнче, алăкран хăйĕн пек хĕрача кĕрсе тăчĕ.
- Айта паллашатпăр. Эпĕ Катя ятлă. Пирĕн пата пурăнма пыратăн-и?
Пĕр шутласа тăмасăрах килĕшрĕ Юля. Мĕншĕнне хăй те ăнланмарĕ. Çемьере пурăнас килни е хĕрачан чĕвĕлти сасси тыткăнларĕ? Хыççăнах амăшĕ те кĕчĕ - вăл та ăшă сăн-питлĕскер.
Акă вĕсем çул çинче паллашрĕç те. Ĕнтĕ Юльăна Антонина Николаевна тахçанах пĕлнĕ çын пек туйăнать. Шăмăршăра вĕсен килне кĕрсенех вăл ăна Катя пекех «анне» тесе чĕнме пуçларĕ. Иккĕмĕш кунне усрава илнĕ ашшĕне те çăмăллăнах «атте» терĕ. Çапла çĕнĕ çемьере Юльăн тепĕр пурнăç пуçланса кайрĕ.
Антонина Николаевна Ульянова, Пуянкассинчи тĕп шкулта математика тата физика предмечĕсене вĕрентекенскер, кашни ир ĕçе васкатчĕ, Катьăпа Юля вара - Шăмăршăри шкула пĕлỹ илме. Юля - 2-мĕш класа, Катя - виççĕмĕшне. Тантăшсем кăна мар, чăн-чăн пĕр тăвансем тейĕн. Малтанласа Ульяновсем хăйсен хĕрĕ валли тантăш тупма шутланă та. Аслисем виççĕшĕ те - ывăлсем, шкул пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕ. Саша хăйĕн çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ, Димăпа Максим пĕр вăхăтрах иккĕшĕ те çар службинче тăнă. Катьăна вĕсемсĕр кичем, уйрăмах ашшĕ-амăшĕ ĕçе тухса кайсан.
Çемьере пурте: ашшĕ-амăшĕ, аслă ывăлĕсем, - йăмăкĕ вырăннех йышăнчĕç Юльăна. Хăй те пĕрре те ютшăнса тăмарĕ çĕнĕ кил-йышра, çăмăллăнах хăнăхса кайрĕ. Лайăха хăнăхма йывăр мар.
Хỹтлĕхсĕр юлнă хĕрачана, тăван килĕнчен хĕл кунĕнче çỹхе курткăпа, резина атăпа тухса килнĕскере, çийĕнчех çĕнĕ тумтир, атă-пушмак туянса пачĕç. Вĕренỹре те самаях туртăнчĕ - амăшĕ каçсерен уроксем тума пулăшни сая каймарĕ. Уйрăмах ăна математикăпа ыттисене хăваласа çитме çăмăл пулмарĕ - Антонина Николаевнăн педагог тỹсĕмĕ тата тăрăшулăхĕ çак çитменлĕхе те çĕнтерме май пачĕ.
8-9-классенче Юля Пуянкассинчи тĕп шкулта вĕренчĕ, унта амăшĕпе пĕрле машинăпа çỹрерĕ. Хăйĕн çумĕнче вĕренме те лайăхрах пулĕ тесе шутларĕ пулмалла çĕнĕ амăшĕ. Талăкĕпех куç умĕнче пулни те ытлашши мар - йăрăс пỹ-силлĕ çитĕнекен Юльăшăн тăван ачи пекех пăшăрханать-çке вăл! Чăн та çапла пулса тухрĕ - аванах вĕçлерĕ вăл пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул программине. Аттестат илнĕ хыççăн вара тỹрех Шупашкарти колледжа - парикмахер профессине вĕренме. Хулара унăн тăван амăшĕ, унран чылай аслăрах 3 пиччĕшĕпе аппăшĕ хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Вĕсемпе курнăçма та ансат.
Ульяновсем Юльăна хăйĕн тăванĕсемпе тĕл пулма, телефонпа калаçма нихăçан та чарман. Пачах урăхла, 4 çул Шăмăршăра пурăннă хыççăн Антонина Николаевна ăна çуллахи каникул вăхăтĕнче тăван амăшĕ патне эрнелĕхе хăнана леçсе ячĕ. Хăйĕн тăван кил-йышне те манма юрамасть. «Унтах юлас темĕ-ши?» - çакăн пек ыйту та вĕлтлетрĕ ун чухне пуçĕнче. Çук иккен, Юльăшăн питех тунсăхламан çывăх тăванĕсем, пĕр сăмахсăрах каялла ăсатса янă.
Тĕпренчĕкĕсемшĕн пĕтĕм чунĕпе çунакан А.Ульянована маларах Юльăн амăшĕ Шăмăршăра вĕсен патĕнче пулни халĕ те тĕлĕнтерет. Виçĕ çул курман хĕрне хуть ыталасчĕ, хăй çумне çупăрласчĕ - çук, ама çури амăшĕпе хĕрĕ пек тĕл пулчĕç вĕсем. Юля амăшне хăй ытамне илес тесе çывăха пынăччĕ кăна, лешĕ вара:
- Эсĕ çапла пысăкланса кайнă иккен! - тенипех çырлахрĕ...
Лăштăр усăнчĕç хĕрачин аллисем аялалла - курмарĕ вăл çуратнă амăшĕ хĕпĕртенине те, ỹкĕннине те, ют çемьере çитĕннĕшĕн айăплăн туйнине те...
Ют мар, яланлăхах тăван халĕ уншăн Ульяновсен çемйи. Кунта Юля пуçласа çемье ăшшине курнă, ăшă сăмахсем илтнĕ, йĕркелĕхе, ĕçе вĕреннĕ. Кăçал илĕртỹллĕ хĕр 20 çул тултарать, çак кунсенче парикмахер дипломне алла илет. Саккунлă опека тапхăрĕ икĕ çул каяллах вĕçленнĕ пулсан та, нихăшĕ те çемье çыхăнăвне çухатма шутламасть те. Юля кашни кун тенĕ пекех Шăмăршăри амăшĕпе телефонпа калаçать, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлтерсех тăрать, тĕрлĕ ыйтупа канашлать. Анне тесех чĕнет халĕ те. Катьăпа вара вĕсем, пĕр хулара пурăннăран, тĕл пулсах тăраççĕ, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ, пăшăрханмалли самантсенче пĕрне-пĕри хавхалантараççĕ.
Анне тесе çуратакана мар, пăхса ỹстерекене калаççĕ тени тĕрĕсех çав.
Г.ИВАНОВА.