Мăнукĕсем телейлĕ пулсассăн - телейлĕ пулаççĕ ватăсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-21 14:41:30 Версия для печати
МАНĂН атте - Александр Николаевич Шамеев - Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче 1915 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Раççейпе Финлянди хушшинче вăрçă пуçлансан, 1939 çулта, ăна та çара кайма повестка параççĕ. Килĕнче унăн Елюкка мăшăрĕ 3 пĕчĕк ачипе тăрса юлать. А.Шамеев пулеметчик пĕр çапăçура йывăр аманать, Петрозаводскри госпитальте сипленет. Çав вăхăтра ялтан хыпар илет - икĕ пĕчĕк хĕрĕ чирлесе вилнĕ. Ăна вăрçăран аннепе Аркадий ывăлĕ кĕтсе пурăнаççĕ.

Анчах та аттене тепĕр хăрушă вăрçă, тата хаяртараххи, кĕтсе тăнă иккен. Шăпах çуралнă кунĕнче, июнĕн 22-мĕшĕнче, радиопа нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕни çинчен пĕлтереççĕ. Киев хулинче тăнă вĕсем çав вăхăтра. Бомба хыççăн бомба çĕр çине тăкăннă. Юрать-ха, салтаксем çывăхри чиркĕве кĕрсе пытаннă. Нимĕçсем чиркĕве тĕкĕнмен.

Германи вăрçă пуçарса янă самантра Александр Шамеевăн Михаил шăллĕ те Белоруссире тăшмансемпе çапăçнă. Ăна, йывăр аманнăскере, тыткăна илсе Польшăри концлагерьте çунтарса вĕлернĕ...

Александр Николаевич Çĕнтерỹ кунĕчченех тăшманпа вирлĕн кĕрешнĕ, пулеметран çунтарнă. Вăрçă пĕтсен старшинана Мускава çамрăк салтаксене çар ĕçне вĕрентме хăвараççĕ. Йывăр çулсем пулнă çав çулсем, çынсем выçăллă-тутăллă пурăннă - çамрăк призывниксем те службăна имшер те хыткан килнĕ. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă фронтовиксем, вĕсене шеллесе, хăйсен çăкăрне пани те сахал мар пулнă.

Вăрçăран Александр Шамеев 1946 çулта кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Çичĕ çул тăван килĕнче пулман вăл, çавăнпа та транспорт кĕтсе тăман, Канашран Çĕнĕ Шăмăршă ялне çуранах çитнĕ. Вăрçăччен хура çỹçлĕ пулнăскер, килне 31 çулта шап-шурă çỹçпе пырса кĕрет. Паллах, арăмĕпе Аркаша ывăлĕ ăна савăнăç куççулĕпе кĕтсе илеççĕ.

Мирлĕ пурнăçра вăл тăван колхозра конюхра, каярах Шăмăршăри перекет банкĕн хуралçинче ĕçленĕ. Тата 3 ывăлпа хĕре пурнăç парнеленĕ аттепе анне. Пурте çемьеллĕ.

Сăмахăма çапла вĕçлес килет. Аттесем курнă нушана пирĕн курас марччĕ. Пирĕн пĕчĕк ялтан кăна Тăван çĕршывăн Асли вăрçинче 62 салтак пуçне хунă. Атте 1999 çулта çĕре кĕчĕ. Яланах вăрçа ылханатчĕ вăл. Тăван çĕршыва куç пек упрама хушатчĕ. Эпир, унăн ывăлĕсем, пурте çар тивĕçне пурнăçланă. Мăнукĕсенчен пĕри Чечняри çар кон- фликтĕнче, тепри Венгрире службăра тăнă.

Пирĕн пата çул çинче каçа юлсан е çанталăк пăсăлсан Пăчăрлă Пашьелĕн вăтам шкул директорĕ Александр Иванович Гармонщиков фронтовик каç выртма кĕретчĕ. Ларатчĕç вара иккĕшĕ темччен калаçса, вăрçă çулĕсене аса илсе. Çак самантра вĕсен куçĕсем шывланатчĕç...

Атте хăйĕнпе пĕрле вăрçа тухса кайнă ентешĕсене те яланах асра тытатчĕ: Иван Чамеев (Кивĕ Чукал), Илья Ухтияров (Виçпỹрт), Асанкассинчи Укин, Карапай Шăмăршăри Петьков...

Эсир ялан пирĕн чĕрере. Мухтав сире пурне те çак мирлĕ те ирĕклĕ пурнăçшăн. Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр...

В. ШАМЕЕВ,
Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru