Уяв ячĕпе, Тăван Ен!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-21 14:18:14 Версия для печати
РЕСПУБЛИКА кунĕ - Чăваш Енĕн сумлă та пĕлтерĕшлĕ уявĕ. Вăл пирĕншĕн тĕкĕр пекех. Чăнласах çапла мар-и-ха? Хамăрăн мĕн пуррине - лайăххине, мухтанмаллине - кăтартмалли, пĕлтермелли меллĕ вăхăт. Çак самант çитрĕ тесен те юрать.

Чăваш Республикин кунĕ 1920 çулта июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунипе çыхăннă. Кăçал тĕп уяв Шупашкар хулинче тата Улатăр районĕнче иртет. Яланхи пекех, юрă-ташă уяв программине илем кỹрсе тăрĕ. Чаплă коллективсем, паллă юрăçсем килсе çитĕç, асра юлмалли концертпа савăнтарĕç. Ытти регионсенчен, чикĕ леш енчен килнĕ хăнасем хăйсен пултарулăхĕпе кăмăл-туйăма çĕклĕç. Çавăн пекех тĕрлĕрен куравсем, форумсем, фестивальсем пулаççĕ, ал ĕç ăстисен конкурсĕсем те пурне те хутшăнма йыхравлаççĕ. Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче çамрăксен паркне уçма палăртаççĕ. Çавăн пекех Чăваш, вырăс, ирçе культурисен этнографи паркне те ятарласа çак кун тĕлне хатĕрлесе çитернĕ.

Шупашкарта вара «Выля, хут купăс!» концерт-конкурс республикăри купăсçăсене Амăшĕн монуменчĕ тĕлне пуçтарать. Яланхи пекех «Атăл çăлкуçĕсем», «Мăнаçлан, Чăваш çĕршывĕ» тата ытти юрă-ташă фестивалĕсем иртеççĕ. Тĕп хулари Хĕрлĕ лапамра куракансене Раççей эстрадин çăлтăрĕсем: Виктор Рыбин, Наталья Сенчукова, Ирина Салтыкова - уяв программипе кĕтсе илĕç.

Паян çĕршывăмăр варринче вырнаçнă нумай нациллĕ Чăваш Ен тĕрлĕ халăх тата культура представителĕсене пĕрлештерет, вăл халăхсен хушшинчи килĕшỹпе туслăхăн ырă тĕслĕхĕ пулса тăрать. Социаллă пурнăçпа политикăри çирĕплĕх, республикăра пурăнакансен мал ĕмĕтлĕ ăнтăлăвĕ, вĕсем хăйсем çуралса ỹснĕ çĕре чунтан юратни Чăваш Ене ăнăçлă аталанмашкăн, малалла шанчăклăн утăмламашкăн лайăх майсем йĕркелеççĕ. Уяв ячĕпе, тăван Республика!

Уяв ячĕпе, Шăмăршă районĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Г.НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru