Тăхăрвуннăра пирĕн Юля аппа!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-18 08:36:35 Версия для печати
ĔÇ ветеранĕ Юлия Александровна Михайлова çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. 1928 çулта Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнăскер, 2 уйăхрах ашшĕсĕр тăрса юлнă - священникре ĕçлекен ашшĕ репрессие лекнĕ. Çапла вара амăшĕ мăшăрĕсĕр кăна мар, кил-çуртсăр, нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнă. Çапах та икĕ хĕрне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ амăшĕ.

Юлия Бровкина (хĕр чухнехи хушамачĕ) вăрçă çулĕсенче çитĕннисемпе пĕр тан ĕçленĕ: çулла уй-хир бригадинче тăрăшнă, хĕлле вăрман каснă.

Шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă - тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Каярах амăшĕ вырăнне почтальонкăра тăрăшнă. Вăрçă çулĕсенче çак тивĕçре ĕçлеме çăмăл пулман - салтак вилни çинчен пĕлтерекен çырусене хурланса валеçни халĕ те асра.

Мăшăрĕпе, Петр Прокопьевич Михайловпа, 61 çул пĕрле пурăнаççĕ. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ вĕсем, пурте ĕçчен те сăпайлă, çемьеленсе тĕрлĕ çĕре тымар янă. Ватăсем вара Алевтина хĕрĕпе пĕрле пурăнаççĕ.

Уявсемпе юбилейсенче кил-çурт ача-пăча сассипе тулать - 7 мăнук, 7 кĕçĕн мăнук хисеплĕ ĕç ветеранĕсен.

Ял-йышра хисепе тивĕçнĕ Юлия Александровнăна 90 çулхи юбилейпе Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ, район администрацийĕн социаллă пулăшу пайĕн ертỹçи Н.Федорова, экономика пайĕн ертỹçи С.Ильина ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунчĕç.

Г.ПЕТЬКОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru