МĔНЛЕ акатуй-ха вăл юрă-такмаксăр, чуна хĕмлентерекен ташăсăр, чĕрене çупăрлакан купăс сассисĕр?!
Кăçалхи ĕçпе юрă тата спорт уявĕ тăршшĕпе хаваслă юрă-такмак янăрарĕ: вăйçăсен аллинчен купăс-баян каймарĕ, юрăçсен юрламан юрри юлмарĕ пуль, ташăçăсен урисем мĕнле чăтрĕç-ши...
Чăн-чăн чăвашлăх тĕнчине ертсе кĕчĕç пире фольклор ансамблĕсем, çав хушăрах тутар, ирçе, вырăс сăмахлăхне те янратрĕç. Тĕрĕс, уявĕ чăвашсен пулсан та, туслăх ахрăмĕ аякка сарăлать. Район ертỹçисен малкурăмлăхĕ, вырăнти пуçлăхсен чаплăхĕ, паллах, ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсен хастарлăхĕ акатуя чăн-чăн уява çавăрчĕç. Тайма пуçăмăр Сире!
Пăчăрлă Пашьелсен 16 çынран тăракан фольклор ансамблĕ, хĕрарăмсен «Илем» ушкăнĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрчĕç. И.Угарина ертỹçĕн ырми-канми ĕçĕ куç умĕнче.
Палтиелсен «Акăшпийĕ» (ертỹçи Т.Долгова) чăн-чăн акăш евĕрлĕ. Юрăçсен сассийĕ - ахах, тыткаларăшĕ - мерчен пулчĕ тесен те йăнăш мар. Ытарма çук илемлĕ. Эх, ансамбль çумĕнче вăйçи пулнă пулсан... Ăçта-ши эсир, купăсçăсем?!
Карапай Шăмăршăсен «Шăнкăравĕ» те (ертỹçи Н.Медведева) уççăн та мăнаçлăн янратрĕ халăх юррисене. Çав хушăрах чăвашла сатурлăх парнелерĕ куракансене.
Кивĕ Чукалтан килнĕ «Пилеш» (ертỹçи Н.Захарова) - чăвашлăха тарăн тымар янă. Артистла ăсталăхпа ватта-вĕтте тыткăнларĕ вăл.
Вырăс Чукалĕнчи «Çăлкуçăн» (ертỹçи З.Савельев) ăсталăхĕ те çỹллĕ шайра. Купăсçи вут вĕтсен ун юрăçи-ташăçи те хевтеллĕ çав!
Анат Чаткасри «Шурăмпуçĕ» (ертỹçи А. Лукианова) палăрмаллах тăрăшулăх анине «çутатни» кашнинех туйăнчĕ. Йышĕ те пысăк ансамблĕн, юрри-такмакĕ те - авалхи. Ăсталăх шайĕ те ỹссех пырать. Савăнтарăр чунтан, ентешĕмĕрсем!
Кивĕ Шăмăршăри «Тевет» те (ертỹçи И.Ефимова) хăйĕн «тенкисемпе» - ылтăнпа виçейми халăх юррисемпе - малтанхинчен те вăйлăрах «çутатма» пуçларĕ. Репертуар та пуян. Юрлаканĕсем те хăюллăрах. Ăнăçу пултăр малалла та!
Васанти «Виç ял» фольклор ансамблĕ (ертỹçи И.Гордеева) виç енчен мар, çич енчен те пăхса ăмсанмалăх ăсталăхне кăтартрĕ. Сасă, çипуç, хускану... Пурте- пурте вырăнлă!
Виçпỹртсен «Сурпанĕн» (ертỹçи И.Муллина) пултарулăх çулĕ анлă та вăрăм. Çакна кашниех курса-итлесе ĕненчĕ. Чăвашлăх хăвачĕ малашне те ан иксĕлтĕрччĕ вĕсенче!
«Аххаяс»... Республика тулашĕнче те Шăмăршă тăрăхне чапа кăларнă ансамбльпе камах танлашайĕ! ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пăрчăкан пек пултаруллă Н.Федотова ансамбльпе пĕрле мĕн чухлĕ юрра-кĕвве, йăла-йĕркене чĕртсе тăратман-ши?! Хальхинче те пăхса тăранайми çипуçпа, итлесе пĕтерейми юрăпа, чуна хĕм саптаракан ташăпа, асанне-асаттесемĕрĕн вилĕмсĕр сăмахлăхĕ патне илсе çитерчĕç ансамбль членĕсем. Ай, маттур та эсир!
Хăна, вăйă, уяв юррисене парнелерĕç фольклор ушкăнĕсем. Тепĕр майлă каласан, халăхăмăрăн «мерченĕсене» пирĕн валли пĕр шелсĕр сапаларĕç.
Купăсçăсенчен нумай килчĕ акатуйăн пĕлтерĕшĕ. Захар Савельев, Николай Андреев, Надежда Медведева, Алена Лукианова, Виталий Столяров пек ăстасемпе районти пĕтĕм мероприятие ирттеретпĕр. Пирĕн хушăмăрта, тĕрĕссипе, пурах алла музыка инструменчĕ тытакансем. Эпир вĕсене хавхалантарма çеç пĕлместпĕр. Хăшпĕр тимсĕр, явапсăр ертỹçĕсен айăпне пула мар-и-ха çутă талантсем аякка тараççĕ. Таланта хаклама, упрама пĕлмесен, «тиркекене - тирĕк тĕпĕ».
Сăваплă ĕç тăваççĕ акă Пуянкассинчи Н.Андреевпа Кивĕ Чукалти З.Савельев: шкул ачисене купăс, баян калама вĕрентеççĕ, халăх юрри-кĕввипе чунĕсене пуянлатаççĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ умĕнче çĕре çити пуçа таяс килет.
Искусство халăхран тымар илет. Çак «тымарсене» нихçан та татар мар, тăванăмăрсем. Чăвашăн сăмахлăхĕ пĕтмесен чăваш хăй те пурăнать. Чăвашла пуплер, юрлар, ташлар. Чăвашлах пурăнар. Ку - килес ăру валли хăварнă сăваплă ĕç.
З.СВЕКЛОВА.