Ĕçлесессĕн тар тăкса, савăнатпăр уявра

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-11 08:37:27 Версия для печати
така.jpg
ИРТНĔ шăматкун Шăмăршă çывăхĕнчи ипподромра иртенпех чун-чĕрене çĕклентерсе хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, çĕр ĕçченĕн мĕн авалтан упранса юлнă сумлă уявне - Акатуя - йыхравларĕ. Ака ĕçне вĕçленĕ хыççăн канма пухăнать халăх çак уява. Тепĕр тапхăр - утă çи - пуçланиччен хресчен шăпах Акатуйра сывлăш çавăрса илет те.

Çурхи ĕçсем вĕçленнине тата Театр çулталăкне халалланă праçнике «Аслă уяв вăййи» хореографи композицийĕ уçрĕ. Акатуй хăнисем: ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев, ЧР сывлăх сывлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР çут çанталăк тата экологи министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Александр Ефремов, Чăваш патшалăх академи театрĕн илемлĕх ертỹçи Валерий Яковлев, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Алексеев....

Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн кăçал Акатуй ялавне çĕклеме районти хисеплĕ çынсем - çур аки паттăрĕ, «Колос» Агрофирма» пĕрлешĕвĕн тракторисчĕ Г.Макаров, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта физкультура предметне вĕрентекен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ И.Сабаев, Шăмăршă халăх театрĕн режиссер-постановщикĕ В.Львова - тивĕçнĕ.

Район пуçлăхĕ Менир Хамдеев пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ - Михаил Иванович Захарова районăн социаллă тата экономика аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ ятне пани çинчен пĕлтерчĕ. Çак хыпара Акатуй халăхĕ тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.

Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов сăмах илчĕ, пурне те чун-чĕререн уяв ячĕпе саламларĕ, çĕр ĕçĕпе малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма çирĕп сывлăх сунчĕ.

- Техникăпа анлă уса куратпăр пулсан та, хресчен ĕçĕ паян та çăмăл мар, - терĕ Владимир Васильевич. - Çапах та йывăрлăхсене çулран çул парăнтарса пыратпăр, ĕç кăтартăвĕсем те лайăхлансах пыраççĕ. Уй-хирте калча ешерет: 10320 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, 1670 гектар техника культурисем акса хăварнă. Унсăр пуçне çĕр улми, соя, выльăх апачĕлĕх нумай тата пĕр çул ỹсекен курăксем... Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, районта аш-какай туса илесси - 3,5процент, сĕт сăвасси 1,9 процент ỹснĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ вара 8576 пуçа çитрĕ (7,3 процент ытларах). Кăçал Пăчăрлă Пашьелĕнче хур чĕпписем çитĕнтерекен цех уçăлчĕ - халлĕхе унта 6 пин чĕп. Çулталăк вĕçнелле вĕсен хисепĕ 30 пине çитмелле - 15 çыншăн ĕç вырăнĕ пулĕ. Малаллах талпăнатпăр, ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшатпăр.

Ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши вăй хуракан, курăмлă çитĕнỹсем тăвакан ĕçченсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе хавхалантарчĕç (1-2 страницăсенче вулама пулать). Куçса çỹрекен Кубока кăçал çурхи ака ĕçĕсене пахалăхлă ирттернĕшĕн тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илес енĕпе кăтартуллă ĕçленĕшĕн Олег Хлюкин хресчен(фермер) хуçалăхĕ çĕнсе илнĕ. Чăннипех те тĕреклĕ хуçалăх Олег Анатольевичăн: 600 гектар çĕрпе пĕлсе усă курать вăл, патшалăха кунне 2 тонна çурă пахалăхлă сĕт ăсатать.

Хăнасем те ял ĕçченĕсене, район çынисене Акатуй ячĕпе трибуна çинчен нумай-нумай çепĕç сăмахсем каларĕç, ĕçре, пурнăçра ăнăçу сунчĕç. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Николаевич (вăл куракансене чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçнипе те тыткăнларĕ) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн саламне илсе килнĕ, Михаил Васильевич шăмăршăсене Акатуй ячĕпе саламланă телеграммăна вуласа пачĕ.

Çавăн пекех саламлă телеграммăсем РФ Патшалăх Думин депутачĕсем - Николай Маловпа Леонид Черкесов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, тăван республикăн тата кỹршĕллĕ Тутар Республикин районĕсен пуçлăхĕсем ярса панă, Шăмăршă районĕнче пурăнакансене ырлăх-сывлăх, телейлĕ пурнăç, тырпул çитĕнтерес ĕçре ăнăçу суннă.

Çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн социаллă пулăшу пани патшалăхăн «Устойчивое развитие сельских территорий» тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн пурнăçланса пырать. Кăçал çак пулăшăва Ольга Валерьевна Иванова тата Владислав Валерьевич Кузнецов çемйисем тивĕçнĕ. Вĕсене чаплă лару-тăрура çак пулăшăва çирĕплетекен свидетельство пачĕç.

Малалла тĕп сцена çинчи уяв программине Шупашкартан килнĕ «Сеспель» эстрада ансамблĕ тăсрĕ, Акатуй вĕçленичченех çепĕç те илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Район çыннисене çак парнепе «РЭМИСС» ООО директорĕ Минхайдар Юсупов спонсор савăнтарчĕ. Куракансен ячĕпе тавах ăна ырă кăмăлĕшĕн!

Концерт пынă хушăра Акатуя килнисем тĕп сцена çывăхĕнчи район аталанăвне сăнлакан фотовыставкăпа паллашрĕç, ялсен Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕпе киленчĕç.

Спорта юратакансем вара хăйсем килĕштерекен спорт ăмăртăвĕсем иртекен вырăнсене васкарĕç.

Акатуй илемĕ - КĔРЕШỸ. Ăна курма халăх яланах йышлă пухăнать. Чи кĕçĕннисем хушшинче (41 килограмм таранччен виçеллисем) К.Козлов (Анат Чаткас) - çĕнтерỹçĕ, призерсем: Д.Евграфов (Шăмăршă), А.Адамсон (Çĕпрел районĕ). Ытти виçе категорийĕсенче Чаткасри В.Нянин (46 килограмм), Шăмăршăри М.Семенов (51 килограмм), А.Чураев (66 килограмран каярах), Д.Ефимов (66 килограмран ытларах), Кивĕ Чукалти Д.Денисов (60 килограмм) çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Призерсем: А.Попов, Е.Силин, Э.Кудряшов (Шăмăршă), А.Хрисанов, Д.Нянин, П.Мутов (Анат Чаткас), А.Богатнов (Палтиел), Н.Мишкин (Кивĕ Чукал), А.Горшков (Асьял), В.Чернов (Матак).

Абсолютнăй кĕрешỹ - така çĕнсе илессишĕн пынă ăмăрту - питĕ çивĕч иртрĕ. Финала тухнă пăхаттирсем хăйсен кĕрешỹ ăсталăхне туллин кăтартрĕç. Виççĕмĕш вырăна Игорь Патов (Анат Чаткас) йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăнта Кивĕ Чукал каччи Алексей Ильин пулчĕ. Акатуй чемпионĕ вара - Павел Кашицын (Анат Чаткас) - такана тивĕçрĕ. Кун пек чухне парне калăпăшне, пахалăхне пăхмаççĕ - куракансем районти чи вăйлă паттăра хăйсен ытамне илме васкарĕç, чунтан саламларĕç.

ТУРНИК çинче туртăнакансем те чылаййăн пулчĕç. Шкул ачисем хушшинче алă вĕççĕн чи нумай туртăнакан Р.Алеев (Шăмăршă) пулчĕ, призерсем Д.Денисов тата В.Дмитриев (иккĕшĕ те Карапай Шăмăршăран). Ветерансенчен В.Галкин - çĕнтерỹçĕ, иккĕмĕш вырăнта - П.Макаров (иккĕшĕ те Шăмăршă ялĕнчен). Патăрьелĕнчен килнĕА.Махмутов ĕç ветеранĕ 3-мĕш вырăнпа çырлахрĕ.

МИНИ-ФУТБОЛЛА выляма кăмăллакансем малти вырăнсене çапла пайларĕç: çĕнтерỹçĕсем - энтĕрьелсем, Карапай Шăмăршă футболисчĕсем - иккĕмĕшсем, кивчукалсемпе шăмăршăсем - виççĕмĕшсем.

ВОЛЕЙБОЛ вăййинче Шăмăршăри вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Призерсем: «Туслăх» спорт шкулĕн тата Пуянкасси ял тăрăхĕн командисем.

ÇĂМĂЛ АТЛЕТИКА эстафетинче 4 вăтам шкул ăмăртрĕ. Малти икĕ вырăнта - шăмăршăсем, 3-мĕш вырăн - Карапай Шăмăршă шкулĕнче.

КИРЕ ПУКАНĔ спорчĕн тупăшăвĕ те интереслĕ иртрĕ. Кунта кĕçĕн класра вĕренекенсем хушшинче М.Кузьмин, 5-7 классенче ăс пухакансенчен - И.Тепитов, аслă классенчен - С.Огурцов чи вăйлисем пулчĕç. Хĕрсенчен кире пуканне чи нумай çĕклекен - В.Кузьмина. Çĕнтерỹçĕсем пурте Шăмăршă ялĕнчен. Дарья Краснова та - шкул ачи, анчах та вăл çитĕннисемпе вăй виçме шутларĕ, хĕрарăмсем хушшинче çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçрĕ. Н.Тимошкина (Пуянкасси) - иккĕмĕш, Е.Чихина (тĕп больница) - виççĕмĕш призерсем.

АРМСПОРТ ăмăртăвĕ - алă вăйне виçесси - яланхи пекех илĕртỹллĕ спорт тĕсĕ. Кунта хĕрарăмсенчен чи вăйли пулнине районти тĕп больница тухтăрĕ Е.Чихина çирĕплетрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Н.Тимошкина (Пуянкасси), виççĕмĕш вырăна В.Кузьмина (Шăмăршă) тухрĕ. Арçынсем хушшинче тĕрлĕ виçере М.Пустынин («Пятерочка» суту-илỹ çурчĕн сутуçи), Н.Тепитов (полици майорĕ), К.Кусаинов (Шăмăршă вăтам шкулĕн тренер-преподавателĕ) çĕнтерчĕç. Предприятипе организаци, ял тăрăхĕсен ертỹçисем малти вырăнсене çапла пайларĕç: çĕнтерỹçĕ - В.Понихидин (Канаш), призерсем: В.Яковлев (Карапай Шăмăршă) тата Ю.Ильин (Васан ял тăрăхĕ).

УРХАМАХСЕН ăмăртăвĕ яланах Акатуй илемĕ пулнă. Кăçал та çаплах пулчĕ. Шел, кỹршĕ районсемпе республикăсенче те Акатуй пĕр кунта килнĕрен, чупăва хутшăнакансем йышлах пулмарĕç: тăрантаслă 5 лаша тата 4 юланутçă. Юланутçăсенчен чи малтан Комсомольски районĕнчен килнĕ Е.Пыркин Сахес ăйăрĕ пе вĕçтерсе çитрĕ. Васан ял тăрăхĕнчен килнĕ юланутçăсем те ăмăртăва лайăх хатĕрленнĕ. Тăрантаслă лашасенчен çĕнтерỹçĕ - Панчер (хуçи Леонид Кошкин).

Уяв савăнăçлă самантсемпе пуян пулчĕ. Тепĕр çулччен, Акатуй!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru