Çимĕк юрри

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-07 09:19:28 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать



(Кивĕ Чукал сăмахлăхĕнчен).
Пултăр-пултăр пултăран
Татса çиес вăхăчĕ.
Ан çилленĕр, ватăсем,
Сăвă калас вăхăчĕ.

Авăт та, куккук, хытăрах,
Питрав кунĕ инçе мар,
Калăр, хĕрсем, хытăрах.
Çимĕк каçĕ инçе мар.

Çумăр çăвать тĕтрене,
Шыв пухăнать пĕвене,
Çимĕк çите пуçласан
Хĕр пухăнать урама.

Хурчăка хурăн çийĕнче те,
Куçĕсем чĕпсем çинче.
Каччăсем вăйă та варринче те,
Куçĕсем хĕрсем çийĕнче.

Улма йывăç - ут юпи,
Ут кăкарсан илемлĕ.
Аслă çĕрсем варринче
Хĕр пухăнсан илемлĕ.

Кĕпер çине кĕрес мар,
Куркасăр шыв ĕçес мар.
Çакă вăййа тухмасан
Хĕр те пулса çỹрес мар.

Вун ик карăш пĕр куккук та
Авăтаççĕ пĕр харăс.
Вун ик хĕр те, пĕр каччă та
Сăв калаççĕ пĕр харăс.

Кас суханне касмăттăм та,
Çиес килни те пĕтерет.
Каçхи вăййа тухмăттăм та,
Тухас килни те пĕтерет.

Пардовăй кĕпе тăхăнсан та,
Аса килет шур саппун.
Каçхи те вăййа тухсассăн та,
Аса килет те савнă тус.

Хăяр та акса хăварма та
Хăяр вăрри те пулмарĕ.
Сăв пуçласа калама та
Сассăм уçă та пулмарĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru