Акатуй - çĕр ĕçченĕн уявĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-07 09:12:17 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать


ЧĂВАШСЕН авалхи уявĕсенчен пĕри - акатуй. «Акатуй» тени çĕрпе суха «пĕрлешнине» паллă тунă йăла. Чăвашсен паллă тĕпчевçи Н.И.Ашмарин хăйĕн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен словарĕн» 1-мĕш томĕнче ку пĕлтерĕше «ака туйĕ» сăмахпа уçса парать. Вăл - «çурхи суха ĕçĕ умĕн ирттермелли уяв (йăла)». Пирĕн мăн асаттемĕрсем - чĕлхе тĕнне тытса пыракансем - тырă-пулă акиччен ака чỹкне туса ирттернĕ. Тепĕр майлă каласан, йышпа ĕçсе-çинĕ, апатăн пĕр пайне çĕре чавса чикнĕ. Ку Çĕр-аннене парне кỹни, унран тата Çĕр туррисенчен (вĕсем - нумаййăн шутланнă) лайăх тыр-пул пултăр тесе ыйтни. Мăчавăр (чỹк ĕçне йĕркелекен) ака кĕллине каланă: «Эй, пĕсмĕлле! Пĕр турă, ан пăрах! Ырă çĕр йышĕ, çырлах! Хуçа пичке пуçларĕ, сире пуç çапмашкăн. Ан пăрахăр. Епле пулин те усрăр! Уя тухсан уйра перекет парăр, киле кĕрсен килте перекет парăр! Çак хуçана, килне-çуртне, выльăхне, ачисене ан пăрахăр! Ака-туйран ака-туя усрăр! Чỹк, çырлах! Сана - йỹççи, пире - шерпет».

Николай Иванович акатуй тутар еннерех пурăнакан чăвашсен праçникĕ пулнине асăннă.

Ĕлĕк ака туйĕ тунă чух ялти хĕрсене ака пуç (сухапуç) турттарса ял йĕри-тавра пĕр хут çаврăнтарнă. Ака пуçне ар çын тытса пынă. Хĕрсем ака туйне пурте çивĕчĕсене салатса, пиçиххисене салтса тухнă, çарран утнă.

Каярахпа чĕлхе тĕнне тытса пыракансен йăли-йĕрки христианинсен пысăк уявне çаврăннă. Ăна - акатуя - çурхи ака ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа ирттерме пуçланă. Шăмăршă тăрăхĕнчи Октябрьти социализмла аслă революци умĕнхи акатуй çинчен ентешĕмĕр - Виçпỹрт-Шăмăршă çынни, чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ - «Хура çăкăр» кĕнекере тĕплĕн çырса кăтартнă. Ăна вулаканăн куçĕ умне халĕ те Утламăш ялĕ çумĕнчи Кĕрекаç лаппинчи акатуй йăли-йĕрки, чечек тумлă хĕрсен вăйă картисем, Чаткас сăртĕнчен вирхĕнсе килекен юлан утсем тухса тăраççĕ.

Ытла та илемлĕ иртнĕ акатуйсем. Мĕн кăна туман кунта?! Çỹллĕ кашта çине хăпарса парне илнĕ, юлан утсене ăмăртăва кăларнă, кĕрешнĕ, такмак каласа ташланă, вăйă картинче сăвă каланă, суту-илỹ тунă, хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕрне мăшăрлăх суйланă...

Паянхи акатуйсен те хăйне евĕрлĕхĕ пур. Ĕлĕкхи ыр йăласем упраннипе пĕрлех, хальхи пурнăç таппине юрăхлă пулăмсем те сахал мар. Вĕсем: ака паттăрĕсене тата ытти сферăри ĕç маякĕсене чысласси, вĕсен ячĕпе ялав çĕклесси, ача-пăча валли аттракционсем ирттересси, концерт лартасси, ертỹçĕсемпе тата сумлă хăнасемпе ĕçлĕ тĕл пулусем тăвасси, ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе паллаштарасси...

Акатуй... Ĕлĕкрен ламран-лама, ăруран ăрăва куçса пирĕн пата çитнĕ йăла. Аслă ăрупа çитĕнекен ăрăва çыхăнтаракан наци уявĕ. Акатуй... Çĕр ĕçченĕн йывăр та пархатарлă ĕçне хакламалли-сумламалли пулăм.

Акатуй... Чăвашлăхăн ĕнчи. Чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕ.

З.СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru