Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
ÇАР ĕçне чунтан парăнса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă çынсем сахал мар тухнă пирĕн тăрăхран. Вĕсенчен пĕри - Рудольф Алексеевич Захаров.
Анат Чаткас ялĕнче 1943 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче çуралнă вăл. Мал ĕмĕтлĕскер, пĕчĕкренех пĕлĕвне ỹстерме тăрăшнă. Ялти 7 çул вĕренмелли, Палтиелти вăтам шкулсенче ăс пухнă. Унтан Тутарстанри Пăва хулинче 7-мĕш ГПТУ-ра вĕреннĕ. Целиноград облаçĕнчи Атбасар хулинче механизаципе автоматизаци техникумĕнче пĕлĕвне туптанă. Унтан Казахстанра çĕнĕ çĕрсем «уçнă» çĕрте вăй хунă: Целиноградри Атбасар районне кĕрекен «Днепропетровский» тырă туса илекен совхозра ĕçленĕ.
1963-1966 çулсенче Анат Чаткас каччи Совет Çарĕнче службăра тăнă. Кунта унăн шăпине çар ĕçĕпе çыхăнтарас çутă ĕмĕт çуралнă. Тĕллев пурнăçланнă. 1971 çулта Рудольф Захаров Ф.Э.Дзержинский ячĕллĕ СССР КГБн Аслă шкулне (Мускав) вĕренсе пĕтернĕ. Малтан ăна Одессăри çар округне ĕçлеме янă. Унтан Р.А.Захаров Тирасполь хулинче (Молдави) 119-мĕш Сывлăш-Çар дивизийĕ çумĕнчи СССр КГБн Ятарлă пайĕн оперативникĕнче тимленĕ.
1974-1982 çулсенче Одессăра Сывлăш-Çар Вăйĕсен 5-мĕш çарĕн (армин) штабĕнче аслă оперативникĕн тивĕçне туса пынă.
Ĕçе пĕлсе, пысăк яваплăхпа тунине кура Захаровăн должноçне те ỹстернĕ. 1982 çулта чăваш арне Белградри (Одесса облаçĕ) 98-мĕш Сывлăш-десанчĕн дивизийĕн Ятарлă пайĕн начальникĕн заместителĕ пулма шаннă. 1982-1985 çулсенче Рудольф Алексеевич хăйне евĕр рекорд тунă: парашютпа çỹлтен 134 (!) хут сикнĕ.
Хастарлăхне кура каярах - 1985-1987 çулсенче - тата яваплăрах должноçра тăнă: Белгород-Днестровский хулинче 180-мĕш мотострелковăй дивизи çумĕнчи СССР КГБн Ятарлă пайĕн начальникĕ пулнă вăл.
Часах хăрушă тĕрĕслев витĕр тухма пỹрнĕ Р.А.Захарова. 1987-1988 çулсенче Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă: спецназăн 22-бригади çумĕнчи КГБн ятарлă пайне ертсе пынă.
1989-1991 çулсенче - Одессăри çар округĕн Ятарлă пайĕн начальникĕн çумĕ.
Правительство хушнине пурнăçланă май Захаров нумай континента çитсе курнă. Вĕсем: Марокко, Испани, Турци, Алжир, Япони.
Палăртма кăмăллă, службăри çыхăнусене тытса тăма акăлчан тата нимĕç чĕлхисемпе ирĕклĕ усă курнă.
Служба хыççăн Р.А.Захаров полковник Одессăри ял хуçалăх институтĕнче административлă хуçалăх пайĕн проректорĕнче, «Лев Толстой» тата «Одесса» круиз карапĕсем çинче капитанăн аслă помощникĕнче ăсталăхне кăтартнă.
2002-2013 çулсенче вара - «Фортуна» компанин хăрушсăрлăх службин начальникĕ.
Пултаруллă çар çыннине Хисеп грамотисемпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, 18 медальпе (вĕсен шутĕнче - «От благодарного афганского народа», «От благодарного народа Болгарии» медальсем пур) наградăланă. Мĕн тери тивĕçлĕ хисеп!
Чăн-чăн Патриотпа - мухтавлă Ентешĕмĕрпе - эпир мăнаçланатпăр. Çитĕнекен ăрушăн та Рудольф Алексеевич - çутă маяк.
З.ВОРОБЬЕВА.