Ял хушшинче тирпей-илем пултăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-07 08:44:47 Версия для печати
ворота.jpg
МАСАР çине, ун йĕри-таврашне тирпейлесси - сăваплă ĕç, кашнийĕн тивĕçĕ. Нумаях пулмасть Анат Чаткас ял тăрăхĕн депутачĕ Юрий Иванов пуçарнипе Максим Горький паççулккинчи масара тирпейленĕ, ун йĕри-тавра тимĕр юпасемпе 160 метр тăрăшшĕ çĕнĕ карта тытнă, хапхине те çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпех пĕртăван Ивановсем: Александр, Андрей тата Юрий -
материал туяннă, ял çыннисем вĕсене пулăшма субботнике тухнă.

Çакнашкал ырă ĕç хальхи вăхăтра вырăнти пуçару бюджечĕ пулăшнипе Улмаллăри масар çинче те пырать. Масар территорийĕнчи йывăç-тĕмĕн хăрнă тураттисене каснă, лаптăка пĕтĕмпех тасатнă. Халĕ масар йĕри-тавра тимĕр карта тытаççĕ. Сăмах май, Чукал ял тăрăхне кĕрекен, район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ялта тирпей-илем хуçаланать: урамри курăка çулнă, юпасене сăрланă, вăрçăра вилнĕ паттăрсене асăнса лартнă палăка юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ.

Г.НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru