Профилактика ĕçĕпе - канашлу

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-06-04 08:48:50 Версия для печати
КĂÇАЛХИ шăрăх та типĕ çанталăк пушар тухас хăрушлăх кăларса тăратать. Инкек-синкеке сирес тĕллевпе майăн 30-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăра анлă канашлу пулса иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи тĕрĕслев тата профилактика ĕçĕн Тĕп управленийĕн начальникĕн тивĕçне пурнăçлакан Федор Фомин хутшăнчĕç.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: Чăваш Енре кăçалхи 5 уйăхра алхаснă пушарсен сăлтавне тишкерни, вут-кăвартан сыхланас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем ирттересси.
Пушара хирĕç ирттернĕ «Кану», «Çулла» профилактика операцийĕсем епле иртнине те тĕплĕн пăхса тухрĕç. Çавăн пекех пушар хăрушлăхне сирсе ярас ĕçри çĕнĕ документсемпе паллаштарчĕç, пушар сыхлавĕнче палăрнă хастарсене наградăларĕç.
Канашлу хыççăн пурте Шăмăршăри Христос Çурални чиркĕве тата «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн пушар станцине çитсе курчĕç, ятарлă пушар техникипе паллашрĕç.
А.НИЗАМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru