Пирĕн те кайăк-кĕшĕк ферми пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-05-17 08:24:39 Версия для печати
информ.jpg
ЮНКУН, майăн 15-мĕшĕнче, республикăра черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме пирĕн районта ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ» учреждени директорĕ В. Доброхотов, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Т.Вашуркина пулчĕç.
Информаци ушкăнĕсем чи малтан Шăмăршă ялĕнчи çул-йĕре курса çỹрерĕç, ятарлă паллăсем пуррипе интересленчĕç. Кун хыççăн вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Денисовпа пĕрле Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхне çитсе курчĕç, А.И.Сатеевăн хресчен(фермер) хуçалăхĕнче вырнаçнă кайăк-кĕшĕк фермипе паллашрĕç. Кунта Рязаньти «Отечественный продукт» ООО филиалĕн 50 миллион тенкĕлĕх проекчĕ ĕçе кĕнĕ. Халлĕхе пĕр цех кăна хута кайнă-ха - 6000 хур чĕппи кỹрсе килнĕ. Çитес кунсенчех вĕсен хисепĕ 16 пине çитмелле. Июнь уйăхĕнче иккĕмĕш цех хута кайнă хыççăн кунта чĕпсен йышĕ 36 пин пулмалла. Инкубатор та уçма шутлаççĕ - ун чухне чĕпсене хальхи пек Канашран илсе килмĕç, кунтах кăларма тытăнĕç. Информаци ушкăнĕ асăннă ял хуçалăх объекчĕн малашлăхне тишкерчĕ, çурхи ака ĕçĕсемпе те паллашрĕ.
Çавăн пекех информаци кунне хутшăнакансем шкул ачисен çуллахи каникул вăхăтĕнчи канăвĕпе интересленчĕç. Районта шкул çумĕнчи 8 кану лагерĕ ĕçлĕ, унта ачасем усăллă канма тата сывлăхне тĕреклетме пултарĕç.
Пушар хăрушсăрлăхĕ те тимлĕхре пулчĕ. Тĕрлĕ проблема çĕклерĕç ял çыннисем ĕçлĕ тĕл пулура. Информаци ушкăнĕ кашни ыйту çине тĕплĕ хурав пачĕ, çывăх вăхăтра кашнинех татса пама шантарчĕ.
Владимир Васильевич информаци ушкăнĕсене ял çыннисемпе усăллă тĕл пулусем ирттернĕшĕн тав турĕ, малашне те çапла пĕрле ăнăçлă ĕçлессе шанни çинчен каларĕ.
А.ПАДИАРОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru