Патăрьелĕнчен - медальсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-05-14 08:39:52 Версия для печати
ИРТНĔ эрнере Аслă Çĕнтерỹ кунне халалласа кире пуканĕ йăтакансем Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче «Çĕнтерỹ кубокĕ» республика шайĕнчи турнирта ăмăртрĕç. Унта Чăваш Енре пурăнакан çĕре яхăн яшсемпе хĕрсем малти вырăнсемшĕн тупăшрĕç. Шăмăршă район командин çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ: йĕкĕтсем хушшинче хăйсен ỹсĕмĕнче М.Кузьмин, А.Попов, А.Удочкин - ылтăн, Б.Гимадиев - кĕмĕл, И.Тепитов - пăхăр медале тивĕçрĕç. Хĕрсенчен Ю.Александрова, Д.Краснова тата В.Кузьмина - çĕнтерỹçĕсем. М.Харитонов та 60 килограмран ытларах виçеллисем хушшинче - призер, С. Огурцов вара - абсолютлă чемпион. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене пурне те саламлатпăр!

К.КУСАИНОВ,
тренер-преподаватель.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru