«Эпир курнине мăнуксен мăнукĕсем те ан курччăр!»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-05-14 08:33:11 Версия для печати
Воробьева Анастасия П.jpg
АСЛĂ Çĕнтерĕве вăрçă хирĕнчи салтаксем çеç мар, тылра юлнисем те туптанă. Вĕсенчен пĕри - ман асанне Анастасия Павловна Воробьева.
Анат Чаткасра 1915 çулта çуралнă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 26-ри хĕрарăм мăшăрне Иван Васильевича фронта ăсатнă. Хăй çулла хирте тыр-пул ỹстернĕ, кĕрхи кĕске кунсенче Аслă хиртен çунапа кĕлте турттарнă, хĕллехи вăрăм каçсенче авăн çапнă тата фронта ăсатма алса-чăлха çыхнă.
1941 çулхи кĕркунне уйрăмах чунне витернĕ унăнне. Çулталăкри ывăлне - Ваньккана (ман аттене) ватă ашшĕпе (кукаçейĕмпе) хăварса асаннем Улатăр вăрманне, Сăр тăрăхне, окоп чавма кайнă. Унта шăннă çĕре лумпа, пуртăпа катса, кĕреçепе чавнă-ывăтнă. Выçăллă-тутăллă тертленнĕ. Ун чухнехи хĕрсемпе хĕрарăмсен, стариксен чун хавалне йывăр ĕç те, шартлама сивĕ те амантайман. Нушаланнă - чăтнă. Вăхăчĕ çавнашкал пулнă: тăшман Мускав патнех çывхарнă-çке, тен, пирĕн пата та çитĕ. Сыхă пулмалла!
Çапла, Асаннем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пысăк тỹпе хывнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен (пенсире пулсан та) «Восход» колхозра тар тăкрĕ: çĕр улми, чĕкĕнтĕр, кукуруза çумларĕ тата вĕсене пухса кĕртме хутшăнчĕ... Тылра хастарлăх кăтартнăшăн тивĕçнĕ медаль ĕç ветеранне тата тăрăшарах ĕçлеме хистенĕ ĕнтĕ. Чăтăмлăскер, ĕçченскер, аттене - Иван Ивановича - чăн-чăн çын пулса ỹстерме хăват çитернĕ тăлăх арăм. Сăмах май, аттем - асаннен пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ - ĕмĕрне водитель ĕçĕпе çыхăнтарнăскер, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Çук, кĕтсе илеймен асаннем юратнă мăшăрне. Иван Воробьев рядовой, сапер взвочĕн командирĕ, 1942 çулхи февральте хыпарсăр çухалнă. Унран килнĕ икĕ çырăва куç шăрçи пек упранă салтак арăмĕ, вĕсенчен мăшăрĕ Смоленск тăрăхĕнче çапăçнине çеç пĕлнĕ.
Хăй куçне хупиччен, юлашки сывлăшĕччен кĕтрĕ асаттемĕре. Шанчăкне çухатмарĕ. Шел, шанчăкăн та вĕçĕ пур çав. Салтак арăмĕн ятне чыслăн упрарĕ Асаннемĕр. Хăш-пĕр хĕрарăмсем пек, пĕччен пурнăç йывăр тесе, урăх качча кайман вăл. Ун вырăнне амăш тивĕçне таса чун-чĕрипе пурнăçланă. Пире те, мăнукĕсене, мĕн пур чун-чĕре ăшшине пачĕ: юратса пăхрĕ, ĕçе хăнăхтарчĕ, ырăпа усала уйăрма вĕрентрĕ.
... Майăн 9-мĕш кунне питĕ пăлханса, чăтăмсăррăн кĕтетчĕ асаннемĕр. Пĕрмай йĕретчĕ, вăрçăн ылханлă çулĕсене, мăшăрĕсĕр ирттернĕ тертлĕ кунĕсене аса илетчĕ. Пире, хамăр ыйтмасăрах, 1941-1945 çулсенче нушаланнă самантсем пирки кала-кала кăтартатчĕ. «Ачасен ачисем те, мăнуксен мăнукĕсем те вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр», - тетчĕ хурланса.
Çĕнтерỹ кунĕ çывхарнăçемĕн кашнинчех чĕрем канăçсăррăн тапать. Асаннем - тыл ветеранĕ, аллине туя тытса, хуллен, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк патне утни куç умне тухать. Куç тулли куççульпе, чĕре тулли хуйхăпа-хурлăхпа утатчĕ вăл унта. Юратнă мăшăрне, ун юлташĕсене чыс тума.
Салтак арăмĕ... Тайма пуçăмăр сана ылханлă вăрçă çулĕсенчи хастарлăхшăн! Тайма пуçăмăр сана çемье чысне сывлăм пĕрчи пек тасан упранăшăн.
Сан сăнару - асăмăрта. Сан ыр ĕçỹсем чĕремĕрте йĕр хăварнă. Çĕре çити тайма пуçăмăр сана, Салтак арăмĕ, пире телейлĕ, ирĕклĕ пурнăç пилленĕшĕн.
З.ВОРОБЬЕВА.
Анат Чаткас.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru