Пул ялан мухтавлă, Аслă Çĕнтерỹ!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-05-14 08:27:19 Версия для печати
тыл ветераны.jpg
МАЙĂН 9-мĕшĕ пирĕн халăхăн вилĕмсĕр паттăрлăхĕн, хăюлăхĕн, тỹсĕмлĕхĕн символĕ пулса историе кĕрсе юлчĕ. Кăçал фашистла Германие çапса аркатнăранпа 74 çул çитрĕ пулин те, Аслă Çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшĕ нимĕн чухлĕ те чакмасть - кашни çыннăн чĕринче мăнаçлăх çуратать, патриот туйăмĕсене çивĕчлетет. Раççейре Çĕнтерỹ кунне паллă туман пĕр çемье те çук пуль - çак мирлĕ пурнăçшăн вăй питти çывăх çыннисем вăрçăра çапăçнă, выçăллă-тутăллă хĕрарăмсемпе ачасем тылра кунĕн-çĕрĕн тар тăкса ĕçленĕ. Асаттесемпе кукаçисен фронтри паттăрлăхĕ, асаннесемпе кукамайсен тылри хастарлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ...
Акă Шăмăршăра Майăн 9-мĕшĕнче ĕç коллективĕсем, шкул ачисем, Афганистанра, Çурçĕр Кавказра, Германире тата ытти çĕрте çар службинче тăнă ентешсем, уйрăм çынсем район администрацийĕ умĕнчи лапама пуçтарăнчĕç. Иртенпех ял çийĕн вăрçă çинчен хывнă юрăсем 1941-1945 çулсене аса илтерсе чуна хумхантараççĕ. Сарă хĕвелĕ тỹперен, уява илем кỹрсе, хĕрỹлĕхне пĕр шелсĕр çĕр çине сапаларĕ...
Пĕр самант Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен кадетсемпе Культура керменĕн ĕçченĕсен çар тематикипе çыхăннă юрри-ташшипе киленнĕ хыççăн уяв колонни ерипен Ленин урамĕнчи Çĕнтерỹ паркне çул тытрĕ. Кăçалхипе çиччĕмĕш хут чĕррисемпе юнашар «Вилĕмсĕр полк» салтакĕсем те строя тăчĕç. Портретсем çинчен çап-çамрăк каччăсем (сайра-хутра хĕрсем те тĕл пулаççĕ) марш кĕвви майăн пирĕнпе пĕрле мăнаçлăн утрĕç. Сăн ỹкерчĕкри 18-20 çулхи çамрăксенчен чылайăшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă, çапах та пулас ăрушăн çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварма пултарнă...
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Совет Союзĕн Геройĕ В.И.Уруков, граждан вăрçин паттăрĕ И.С.Космовский палăкĕсен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Раççей Геройĕн - О.Н.Долговăн бюстне те чĕрĕ чечексем илемлетрĕç - шăпах Çĕнтерỹ кунĕ умĕн чыслăн уçрĕç ăна Шăмăршăра. Тĕрлĕ ăрури вăрçă паттăрĕсем юнашарах вырăн тупнă авă... Яланхиллех Космовски урамĕн икĕ енĕпе шкул ачисем чĕрĕ коридор тунă, колоннăпа иртсе пыракансене чĕререн саламлаççĕ: «Çĕнтерỹ кунĕпе!», «Уяв ячĕпе!». Колонна пуçĕнче - Георги хăйăвне йăтнă çамрăксем хĕрлĕ, хура, сарă тĕслĕ пысăк пустав тăрăхĕсене йăтса пыраççĕ. Демонстрантсен кăкăрĕ çинче - Георги хăйăвĕ, пур çĕрте те Çĕнтерỹ ялавĕ вĕлкĕшет. Чунра мăнаçлăхпа пĕрлĕх туйăмĕ тата сăмахпа калама пĕлмелле мар савăнăç тăрать. Çак çĕкленỹллĕ туйăм пире мирлĕ пурнăçа сыхласа хăваракансене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма хистет.
Çĕнтерỹ митингне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ, совет халăхĕ тăшмана çĕнтернĕренпе 74 çул çитнĕ ятпа пухăннисене ăшшăн саламларĕ, вăрçă тата тыл ветеранĕсене ирĕклĕ те тăнăçлă пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тавтурĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, пурнăçра ăнăçу сунчĕ.
Çавăн пекех митинга пынисене чаплă уяв ячĕпе Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Удин, Чăваш Республикин экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А.Ефремов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ А.Шулепов, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ В.Юманов, Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹ прихучĕн настоятелĕ Николай атте, ветерансен районти Канашĕн председателĕ П.Фомин, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Н.Смирнова тухса калаçрĕç, Аслă Çĕнтерỹ уявĕпе саламланă май митинга килнисене мирлĕ тỹпе, лăпкă пурнăç, телей сунчĕç.
Тăван çĕршыва сыхласси - хальхи вăхăтра та çамрăксен таса тивĕçĕ. Призывниксен ячĕпе кăçал вăтам шкул пĕтерекен Александр Полковников сăмах илчĕ:
- Эпир телейлĕ те савăк пурнăçра çитĕнетпĕр, вăрçă хăрушлăхне курман - курмалла та ан пултăрччĕ. Анчах та пирĕн, çамрăксен, тăван çĕре хỹтĕлеме яланах хатĕр тăмалла, аслисен ырă тĕслĕхне асра тытмалла, - чăн-чăн патриот сăмахĕсем илтĕнеççĕ трибуна çинчен. - Эпир те Тăван çĕршыва хамăрăн мăн асаттесемпе кукаçисем пекех чыслăн сыхлăпăр. Çакна эпĕ пурин умĕнче те тупа туса калатăп! - хĕрỹллĕ вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне çĕршывăн пулас хỹтĕлевçи.
Палăк умне чечек çыххисем хунă хыççăн фронтра пуç хунă е киле таврăнсан вилнĕ ветерансене асăнса пĕр минут шăп тăтăмăр. Çак шăплăха паттăрсен ячĕпе автоматран пени татрĕ... Кăвак тỹпене шурă тĕслĕ хăмпăсем çĕкленчĕç. Тỹпе яланах çапла таса та çутă пултăр! Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене вара ĕмĕр- ĕмĕр асра тытар!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru