Ĕçре палăрнисене чысларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-05-08 08:47:03 Версия для печати
занесение.jpg
МАЙĂН 1-мĕшĕнче, илĕртỹллĕ хĕвеллĕ кун, Шăмăршă ялĕн тĕп лапамĕнче хавас юрă-кĕвĕ, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм хуçаланчĕ. Кунта, Ĕçпе Мир, Çуркунне уявĕнче, ырă йăлана малалла тăсса, тĕрлĕ сферăра палăрнă район хастарĕсене Хисеп хăми çине кĕртрĕç. Кам тивĕçнĕ-ха кăçал çак чыса?
Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем: Нина Ильина, Любовь Диомидова; шкул ачисене тарăн пĕлỹ парас енĕпе тата воспитани ĕçне парăннă учительсем: Ирек Валиев, Александр Еремеев, Иван Сабаев; кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă Алексей Иванов, Петр Ильдяков; культура тытăмĕн ĕçченĕсем: Лидия Егорова, Валентина Львова; ветеринари тытăмĕн ĕç ветеранĕ Петр Пирогов, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Лариса Драгунова, районти пушар чаçĕн караул начальникĕ Александр Ефремов, Анат Чаткасри почта çыхăнăвĕн ертỹçи Надежда Пименова, «Шăмăршă коопторгĕн» технологĕ Марина Родионова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул водителĕ Петр Симендеев, районти электросеть диспетчерĕ Сергей Тимофеев... Вун улттăн вĕсем, ĕçри тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем, районта ырă ят çĕнсе илнисем.
Чаплă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Денисов уçрĕ. Владимир Васильевич пухăннисене чăн малтанах Майăн 1-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çак уяв хальхи вăхăтра та пуриншĕн те - наци, тĕн, политика уйрăмлăхĕсене пăхмасăр, - пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл 2018 çулта Хисеп хăми çине кĕме тивĕçнĕ ĕçченсене хăйсен сăн ỹкерчĕкне парнелерĕ, курăмлă та пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав турĕ. Пĕлтĕрхи хастарсен ячĕпе Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ Юрий Ермолаев ĕç çыннине хисепленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ.
Кăçал Хисеп хăмине кĕме тивĕçнисене çакăн çинчен ятарлă свидетельство тата чечек çыххи панă хыççăн Палтиелĕнчи вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен И.Валиев сăмах илчĕ, район ертỹçисене ĕçри тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçласа пыракансене çакнашкал чысланăшăн чун-чĕререн тав турĕ.
Çапла, йăл кулăпа ĕçре ăнăçу сунса, тĕрлĕ професси çыннисем пăхаççĕ пирĕн çине Хисеп хăми çинчен.
Мероприятие малалла уяв программи тăсрĕ, пухăннисене хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru