Тимлĕх пирки манма юрамасть

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-05-08 08:41:32 Версия для печати
АКĂ урамра ăшăрах та ăшăрах пулма пуçларĕ. Çанталăк ăшăтма пуçласанах пушар тухас хăрушлăх та куç кĕрет. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Сад-пахчине тасатнă чухне типĕ курăка, ытти çỹп-çапа çунтарни те пушар тухас хăрушлăх патне илсе çитерет. Шел, хăшĕсем çак ĕçе тунă чухне тимлĕх пирки манаççĕ. Çапла майпа хăйсен çеç мар, ыттисен пурлăхĕшĕн, сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ.
Тепĕр хут палăртни вырăнлă: ЧР Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре апрелĕн 24-мĕшĕнче пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланнă. Майăн 1-мĕшĕнчен вара пирĕн республикăра, çав шутра пирĕн районта та, пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетме йышăннă.
Кану кунĕсем вăраха пынă чухне уçă сывлăшра канас, шашлăк ăшаласа çиес текен нумай. Эрех таврашне ĕçсен вĕсем тимлĕх пирки пушшех манаççĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен ăнăçсăр çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене, хаяррине кăмăллакан хусахсене куçран вĕçертмелле маррине асăрхаттарса калас килет. Çуллахи тапхăрта каçхи хурал йĕркелесен те аван пулĕччĕ.
О.ИЧАНКИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru