Ачаллă пулма май пур

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-12 08:25:51 Версия для печати
Пур хĕрарăм та амăшĕ, пур арçын та ашшĕ пулаймасть. Хĕрарăмсен чăрмавĕсем шутне эндокрин факторĕсем, шыçă чирĕсем, организм аталанса çитичченех çие юлнинчен хăтăлни, операци тунине пула амалăх органĕсен кĕпçисем пĕрĕнни, гинекологи патологийĕсем тата ытти те кĕреççĕ. Арçыннăн сăлтавĕсем вара шыçă, ерекен чир-чĕр пурринче е аманнă- суранланнинче пулма пултараççĕ.
Апла пулин те хальхи медицина ЭКО меслечĕпе усă курса мăшăрсене ачаллă пулма пулăшать.
Çак меслете, лаборатори условийĕсенче ачана пурнăç парса аталантарассине, программа тесех палăртаççĕ, мĕншĕн тесен ЭКо меслечĕ арçынпа хĕрарăма çак утăма тума хатĕрлессинчен пуçланать те хĕрарăмăн тата ачан сывлăхне тĕрĕслесе тăнипе вĕçленет.
Хальхи вăхăтра ЭКо меслечĕпе питĕ анлă усă кураççĕ. Çакна çулсеренех тĕнчери 700 пин мăшăра яхăн хăйсен пепкине ЭКО пулăшнипе алла тытни çирĕплетет.
Кăçал ЭКО процедурине тỹлевсĕр ирттерме пирĕн район валли 6 квота уйăрса панă. Çавăнпа та тĕрлĕ сăлтава пула ачаллă пулайманнисене Шăмăршăри тĕп больницăри акушер-гинеколог патне пыма чĕнсе калатпăр. Çак процедурăна тỹлевсĕр ирттерме ятарлă программăна кĕме ĕлкĕрмелле, çавăнпа та пĕр тăхтаса тăмасăрах больницăна пымалла.
2018 çулта Шăмăршă районĕнчи 6 хĕрарăм ЭКО программине хутшăнса унпа палăртнă ĕçсене туллин пурнăçларĕ, вĕсенчен хăшĕсем амăшĕ пулма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ.
Республикăра вара иртнĕ çул çапла майпа çие хăварнă хĕрарăмсем пурĕ 202 çын пулнă, статистика даннăйĕсем тăрăх, вĕсем вăтамран 32 çулта пулнине палăртнă. 2018 çул вĕçленнĕ тĕле республикăри 1572 хĕрарăм тата 805 арçын ЭКО программипе килĕшỹллĕн учетра тăраççĕ.
Л.КУЗНЕЦОВА,
районти акушер-гинеколог.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru