Çурхи шыв-шур ан кăтарттăр хур

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-12 08:21:09 Версия для печати
ТỸРЕХ палăртса хăвармалла, республикăра шыв илме пултаракан ялсен списокне хатĕрленĕ. Шăмăршă районĕнче ейỹ вăхăтĕнче шыв илме пултаракан ялсем çук.
Çиелти шывсем вараланассине, инженери сооруженийĕсемпе экономика объекчĕсене, пурăнмалли çуртсене хỹтĕлессине вара районти комисси тимлĕхре тытать. Ейỹ тапхăрне хăрушсăрлăхра ирттерес тĕллевпе Шăмăршă районĕнче ятарлă план çирĕплетнĕ.
Унпа килĕшỹллĕн гидротехника сооруженийĕсене, плотинасене, кĕперсене, çулсене ейỹ тапхăрне хатĕрлес ĕçе кая юлмасăр пурнăçлама палăртнă. Çак тапхăрта энерги, ăшă, шыв тивĕçтерĕвĕн, канализаци тытăмĕсене, автоçулсене, çуртсен путвалĕсене те сăнаса, тĕрĕслесе тăма йышăннă - унта ниçта та шыв ан кайтăр. Çуртсен тăррисене пăртан тасатмаллине маларах асăрхаттарнă.
Таврара юр ирĕлсех пырать, анчах та шыв-шур кайнă вăхăта пур службăн та хатĕр пулмалла. Ейỹ сарăлса каясран, вăл сиен, сăтăр кỹресрен çынсен те хăйсен кил хуçалăхĕсене асăрхаса тăмалла.
Шыв-шурта пăр ирĕлнĕ май пурин те тимлĕ пулмалла. Ачасене пăр çине кĕмелле маррине ашшĕ-амăшĕсен, педагогсемпе воспитательсен уйрăмах çирĕп асăрхаттарса тăмалла.
Аслă ăрури çынсен çăмăлттайлăхне пула çулсеренех пăр çинче инкексем пулаççĕ, автомобильсем те пăр айне каяççĕ. Пулăçсем те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр пăр татăкĕ çинче юлма е пăр айне пулма пултараççĕ. Нумай чухне çынсем пăр айне пулни хăйсен çулне кĕскетес тĕллевпе пĕве урлă ирĕлме тытăннă пăр çийĕпе утса каçнипе те çыхăннă.
Пăр çинче пулса иртекен инкексен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - çынсем ỹсĕр пулни. Эрех ĕçнĕ çын лару-тăрăва тĕрĕс хакламанран инкек пулса тухасси те инçе мар. Çавăнпа та шыв-шур вăхăтĕнче пурин те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла.
Ура айне шыв килнĕ
Мĕн тумалла?
- Электричествăпа газ приборĕсене сỹнтермелле, кантăксемпе алăка ытти шăтăксене лайăх питĕрмелле;
- пулăшу служби киличчен эвакуациленмелли хатĕрсене (автомобиль камери, вĕрсе хăпартнă матрац) илсе çỹлти хута е çурт тăррине хăпарса тăмалла;
- шыв илнĕ территорирен тепĕр çынна медицина пулăшăвĕ парас тесен, лару-тăру йывăрланса çитсен е айккинчен пулăшу çуккине туйсан çеç хăвăр тĕллĕн эвакуациленмелле;
- шыва лекрĕр пулсан йывăр япаласене хăвăр çинчен хывмалла, çывăхра ишсе çỹрекен япаласенчен тытăнса пулăшу çитессе кĕтмелле.
Хăрушлăх иртнĕ хыççăнхи ĕçсем
Шыв сарăлни иртсе кайнă хыççăн пỹрте кĕрсенех асăрханмалла: çурт стени, мачча, урай ишĕлмелле мар-и? Чи кирли тата пĕлтерĕшли - электричество тата газ çутиччен ăна тĕрĕслĕр: ăçтан та пулин газ тухса тăмасть е замыкани памасть-и? Шыв сăрхăнса типиччен пỹрте хутса ăшăтма юрамасть. Малтанхи вăхăтра пусăри шывпа апат-çимĕç пĕçерни те сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Пĕр-пĕр усал чир ан çаклантăр тесе савăт-сапана тĕплĕн çумалла, çурт-йĕре шал енчен йăлтах тасатмалла.
Шыв-шур сарăлнă вăхăтра йывăрлăха кĕрсе ỹксен çак телефонсемпе шăнкăравламалла: пĕрлехи пулăшу служби - 01, 112, 101; полици - 02; васкавлă пулăшу - 03; авариллĕ газ служби - 04; электросеть диспетчерĕ - 2-36-32, районти ЕДДСн оперативлă дежурнăйĕ - 2-32-36; район прокуратури - 2-33-10.
О.ИЧАНКИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru