Чун ăшшине - ачасене

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-12 08:14:10 Версия для печати
благотворительный.jpg
ЧĂВАШ ЕНРЕ 1995 çултанпа «Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе» марафон пырать. Унтанпа ырă тума васкакансем пухмача сахал мар укçа-тенкĕ пуçтарнă.
Унпа вара вырăнтах усă курма пулать. Пухăннă укçа-тенкĕпе нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене, сусăр ачасене, сывлăхран хавшаккисене пулăшаççĕ, пултаруллă çамрăксене хавхалантараççĕ. Пĕлтĕр çапла марафонра пухăннă 328 пин тенкĕрен 10 пинне - инвалид-ачасене, 66 пинне - сахал тупăшлă, йывăр лару-тăруллă çемьесене панă, 227 пин çурă укçапа вара вĕрентỹ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетмешкĕн усă курнă.
Шăмăршă районĕнче кăçалхи ыркăмăллăх марафонĕ Культура Керменĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнче уçăлчĕ. Ăна чаплă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ. «Ырă тăвасси - аслисен тивĕçĕ, - терĕ Владимир Васильевич. - Пиртен пулăшу кĕтекенсене пулăшар, ачасем - пирĕн малашлăх». Çавăн пекех саламлă сăмахсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев тухса калаçрĕ, пурне те ыркăмăллăх марафонне хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Çак кун Шăмăршăри предприятисемпе учрежденисем, организацисем, районта пурăнакансем ырă ĕçсем тума 183335 тенкĕ укçа-тенкĕ хыврĕç. Марафон пынă самантра ача-пăча тата çитĕннисен коллективĕсем залра ларакансене хавас юрă-ташăпа хавхалантарса тăчĕç.
Марафона кашни çынах хутшăнма пултарать. Хăйсен ырăлăхне кăтартма, чун ăшшине ыттисемпе пайлама тăрăшакансем сахал мар пирĕн. Айтăр-ха кăçал та марафон пухмачне май пур таран укçа- тенкĕ хывар!
Н.ИЛЬИНА,
район хаçачĕн тĕп редакторĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru