Сцена çинче - çамрăк артистсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-09 08:54:56 Версия для печати
Басня.jpg
ПĔТĔМ тĕнчери авалхи халăхсен чĕлхисен Çулталăкне тата Раççейри театр çулталăкне халалласа апрель уйăхĕн 4-мĕшĕнче район шайĕнче пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн акт залĕнче вăталăх классенче вĕренекенсем икĕ номинацире тупăшрĕç: «Чăваш юптарăвне инсценировкăласси», «Тутар юптарăвне инсценировкăласси».
Критерисем тăрăх, жюри конкурсантсем тăван чĕлхепе таса та сăнарлă калаçнине, артистла ăсталăха, костюм пахалăхне, сценăна декораципе пуянлатнине, инсценировкăна кĕвĕпе илемлетнине шута илчĕ.
Конкурса тăван чĕлхепе литератури вĕрентекенĕсем ачасене тĕплĕн хатĕрлентерни палăрчĕ. Çакă савăнтарчĕ: Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Л.А.Семенова вĕрентекен сцена çине хăй çырнă «Пуçтах автан» юптарупа пуканесен театрне кăларчĕ. Ун вĕренекенĕсем «Чăваш юптарăвне инсценировкăласси» номинацире 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Çавăн пекех Васан тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем те (ертỹçи З.И.Свеклова) А.Кăлканăн «Хăравçă мулкачĕпе» пĕрремĕш вырăна тухма ăсталăх çитерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - палтиелсемпе (ертỹçи О.В.Долгова) карапайсем (ертỹçи Г.В.Кузьмина). Виççĕмĕшсем - кивчукалсем (ертỹçи Г.В.Карзанова).
«Тутар юптарăвне инсценировкăласси» номинацире Палтиел вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем (ертỹçи Р.М.Емдиханова) çĕнтерчĕç. М.Гафури хайланă «Кам çинĕ-ши сурăха?» юптарăва вĕсем ĕненмелле кăтартрĕç.
Çĕнтерỹçĕсем çывăх вăхăтрах район чысне республикăра хỹтĕлĕç. Çамрăк артистсене çỹллĕ шайри конкурсра ăнăçу сунатпăр.

Г.КАФИЗОВА, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн методисчĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru