Кивĕ сăн ỹкерчĕк аса илтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-09 08:47:06 Версия для печати
Борисова.1.jpg
Сăн ỹкерчĕкре Шăмăршăри МСОра - механизациленĕ строительство организацийĕнче - вăй хуракан отделочниксен бригадине куратăр. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче районти кашни ялта тенĕ пекех кирпĕчрен кермен евĕр вĕр-çĕнĕ шкул, ача сачĕ, Культура çурчĕ купалама тытăнчĕç. Каменщиксен бригади хыççăн эпир, отделочниксем, çав çуртсен стенисене шал енчен штукатурка тунă, шуратнă, сăрланă. Хăш-пĕр пỹлĕмсен урайне плитка çыпăçтарнă. Сăн ỹкерчĕк Анат Чаткасри Культура çуртĕнче шалти строительство ĕçĕсене пурнăçланă вăхăта тепĕр хут куç умне кăларса тăратать. Отделочниксен бригадирĕ - Виталий Корнилович Воробьев мастер. 1982 çул.

Л.БОРИСОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru