Хире тухма хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-04-05 10:50:44 Версия для печати
Çурхи ака вăхăчĕ çывхарсах пырать. Ăна тухăçлă ирттермешкĕн çĕр ĕçченĕсем çине тăрсах хатĕрленеççĕ.
Кăçалхи çуркунне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен акăнакан çĕр лаптăкĕ пурĕ 14363 гектар йышăнать. Кĕрхи культурăсене 2220 гектар çĕр çинче акса хăварнă. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7715 гектар çинче акма палăртнă. Техника культурисене 1200 гектар çинче çитĕнтересшĕн, çав шутра сахăр кăшманĕ - 400, хĕвел çаврăнăшĕ - 800 гектар.
Çĕр улми валли 150 гектар çĕр уйăрнă. Выльăх апачĕ хатĕрлеме 3068 гектар çĕрпе усă курĕç. 420 гектар çинче куккурус, 470 гектар çĕр лаптăкĕ çинче - пĕр çул ỹсекен курăк акма шутлатпăр.
Çурхи ака ĕçĕсене ирттерме пурĕ 1817 тонна вăрлăх кирлĕ пулать, паянхи кун тĕлне 1533 тоннине кондицие лартнă.
Çавăн пекек хуçалăхсем минерал удобренийĕ туянаççĕ, ял хуçалăх техникине тĕрĕслеççĕ.
О.АЛЕКСЕЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru