Фестиваль-конкурсра тупăшрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-27 10:24:46 Версия для печати
Малов.jpg
МАРТĂН 21-мĕшĕнче Пуянкасси Культура çуртĕнче Театр çулталăкне халалласа районти театр коллективĕсен фестиваль-конкурсĕ пулса иртрĕ.Шăмăршăри халăх театрĕ «Вĕрентеççĕ арăмсем» спектаклĕн пĕр пайне питĕ ăста выляса кăтартрĕ (режиссерĕ В.Львова), «Спектакль сыпăкĕ» номинацире çĕнтерчĕ.
«Звездочки» Шăмăршăри ачасен театрĕ «Инсценировка» тата «Литературăпа музыка композицийĕ» номинацисенче чи пултарулли пулчĕ.
Палтиелĕнчи «Хавхалану» («Вдохновение») театр кружокĕ (ертỹçи Т.Долгова) «Кумасем» кулăшла сценка тата Натали юрăçа тăрăхласа кăтартрĕ - «Пародия» тата «Монолог» номинацисенче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ.
Васансен «Çăпата.ру» театр кружокĕ те (ертỹçи И.Гордеева) яланхи пекех çỹллĕ шайра пулчĕ - «Инсценировка» номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Жюри «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире - Ф.Малов, «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире - А.Смаева тесе йышăнчĕ.
Театрсен фестивалĕ чăн-чăн уяв пулчĕ, куракансене хавас кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Т.ДАВЫДОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru