«Ромашка» садик пурне те савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-26 11:49:36 Версия для печати
РОМАШКА.jpg
1991 çулта Шăмăршăри Карл Маркс урамĕнче тимĕр-бетон плитасенчен хăпартнă 140 ача вырнаçмалăх икĕ хутлă «Ромашка» ача сачĕн çурчĕ ỹссе ларчĕ. Строительство тĕп ĕçне «Шемуршинская» МСО пĕрлешĕвĕ пурнăçланă. Электричество кỹртес енĕпе «Сельэнерго» специалисчĕсем тивĕçтернĕ.
Сăн ỹкерчĕке 1991 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче тунă. Çĕнĕ ача садне уçма тата унта ĕçлекенсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.А.Бочкарева, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн ертỹçи Г.П.Бабочкин, «Шемуршинская» МСО начальникĕ Н.Н.Быков, «Сельэнерго» ертỹçи Г.П.Вашуркин хутшăннă.
Тĕрлĕ çулта «Ромашка» ача сачĕн заведующийĕн тивĕçне çаксем пурнăçланă: Н.Г.Игнатьева (1991-1994), Л.Г.Сергеева (1994-2003), М.Б.Драгунова (2003-2005), М.И.Герасимова (2005-2007). 2007 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа паян кунчченех асăннă садикĕн ертỹçи - Елена Николаевна Гадиева. Паян çак садике 80 ача çỹрет, пĕтĕмпе 22 специалист вăй хурать.
М.ЗАХАРОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru