ÇУРКУННЕ çитрĕ! Кураксем кăнтăр ăшшине хăйсемпе пĕрле илсе килчĕç. Уншăн хĕпĕртенĕ Хĕвел пике пайăркисене пĕр шелсĕр аялалла ăсатать. Çĕр аннемĕрĕн шурă хулăн кĕрĕкĕ çỹхелнĕçемĕн çỹхелет, çĕтĕлет. Часах ак «хĕл куççулĕ шавласа юхса кайĕ çырмара». Унтан пурте чăтăмсăррăн кĕтекен ытарайми илемлĕ вăхăт çитĕ, пĕтĕм тавралăх ешĕл тум тăхăнĕ.
Унпа пĕрлех... хĕл каçипех пуçтарăннă «тупра» çут тĕнче умне тухĕ... Çапла, çапла. Йĕри-тавралăха сăнсăрлатакан, ырă мар шăршă-маршă саракан çỹп-çап пирки пулĕ сăмахăм.
Çут çанталăк парни - çĕр, вăрман тата шыв. Этем вара - вĕсен хуçи. Çынлăха шăпах Турă панă ырлăха епле упрани тăрăх хаклаççĕ.
Шел пулин те, XXI-мĕш (!) ĕмĕрти çынсем (пурăнакан çурт-йĕре тасалăхпа тирпейре тытнă çĕртех) урама, çырма-çатран, çул айккине, пушă хуралтă таврашне, колхозăн арканнă ферми таврашне хытă каяшпа, çỹп-çаппа варалассине йăлана кĕртрĕç. Мĕн кăна кăларса пăрахмасть е тăкмасть «пурнăçпа тан утакан»!.. Кĕленче е кирпĕч ванчăкĕ, хытнă раствор, çĕмрĕк савăт-сапа, йăлăхтарнă сĕтел-пукан, модăран тухнă тумтир е атă-пушмак, хут (ăна кăвайтра та çунтарма пулать-ха)... Обществăлла вырăнсенче - магазин, культура çурчĕ, ача-пăча площадки, шкул, чарăну будки... патĕнче - йăваланса выртакан е çилпе «пăлханакан» япаласене курсан çỹç-пуç вирелле тăрать. Юрăхсăра тухнă ăпăр-тапăр хушшинче - хĕрарăмăн е ача-пăчан гигиена хатĕрĕсем, эрех-сăра кĕленчисем, пирус тĕпĕсем, чăх е кушак виллисем, апат-çимĕç юлашкисем... Кунтах йыт-качака чакаланать. Ытла та чыссăр! Пăхма йĕрĕнмелле! Ку ỹкерчĕке ялсенче çеç мар, район центрĕнче те курма пулать. Этемĕн культури ỹссе пырас вырăнне вăл çĕрпе тан анса ларчĕ иккен. Тирпейсĕр эпир, тăванăмсем...
Юхан шыва лавĕ-лавĕпех кирлĕ-кирлĕ мар тăкни те - яланхи пулăм. Мĕнле алă çĕкленет-ши шыв-шура ĕçлĕхрен кăларма? Шыва варалани пысăк çылăх иккенне ма картмаççĕ-ши? Вăл хамăрах кирлĕ-çке. Турăран та хăрамаççĕ, ял-йышран та намăсланмаççĕ.
«Вăрман - пирĕн пуянлăх», - тетпĕр. Çав-çавах строительство материалĕпе, вут-шанкăпа, милĕкпе, кăмпа-çырлапа, сиплĕ курăкпа, утăпа тивĕçтерекен вырăна ăçтиçук пăрахса тултарма совеç çитеретпĕр. Уйрăмах паллă кунсене уявланă чух ĕçме-çиме, кăвайт тĕпĕ вăрмана юхăнтарать. Хамăра юрă-кĕвĕ парнелекен кайăк-кĕшĕке шуйхатнисĕр пуçне, вут-кăвар тухас хăрушлăха ỹстернисĕр пуçне кунта чыссăрлатса хăварни - чан çапмалли пулăм!
Пĕр сăмахпа, паянхи çын хăй кун кунлакан вырăна хуçалла пăхма-упрама пăрахрĕ.
Аслинчен кĕçĕнни вĕренет: япăххине те ăша хывать. Йывăр-и пире ача-пăчамăра йĕркелĕхе хăнăхтарма? Йывăр-и пире кил-çуртра усă курма юрăхсăр япаласене михĕсене тултарма, çỹп-çап лаптăкне вырнаçтарма? Ыррине кăтартсан - ырринех вĕренĕç ывăл-хĕрĕмĕрсем, мăнукăмăрсем. Çитĕнекен ăрăва тирпее хăнăхтарасси - пирĕн чи пĕрремĕш тивĕç. Çĕр - пирĕн кил. Ăна тирпейре, хăтлăхра тытмалла.
Çуркунне - тавралăха тирпей-илем кĕртмелли хĕрỹллĕ тапхăр. Çакна, паллах, пĕрлехи вăйпа, кулленех тумалла. Кашни çыннăн, кашни хуçалăхăн урам тата ял сăн-сăпачĕшĕн, тавралăхшăн яваплă пулмалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсен, старостăсен, активсен пуçарулăхĕ çỹллĕ шайра пулмалла. Нихăш организацин ертỹçи те ку ĕçрен пăрăнса ан юлтăр. Халăхпа пĕрле субботниксемпе воскресниксене йĕркелесе йĕри-тавралăха тасатни кирлех!
Çак сăваплă тивĕçе пурнăçласан тин таса сывлăшпа сывлăпăр, сиплĕ шыв ĕçĕпĕр, çĕр тата вăрман ырлăхĕпе туллин усă курăпăр. Пирĕн пата хăнамăрсем те савăк кăмăлпа килсе çỹрĕç. Çапла мар-и, хаклă тăванăмсем?
З.СВЕКЛОВА.