Пурнăç шăпи

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-22 09:25:58 Версия для печати
ÇИЛ-ТĂМАНЛĂ кун ирхине ĕçе кайма тухсан автобус пулмарĕ. Пĕр ырă çын хăйĕн машинине чарса мана лартрĕ. Çул çинче кутамкка çакнă ватă карчăк утать. Водитель карчăка шелленипе ăна та лартрĕ. Лисук аппан куçĕсем шывланчĕç, тав сăмахĕсем каларĕ. Пĕрле ларса пынă май вăл хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.
Лисук аппа - Шăмăршă хĕрĕ. 18 çул тултарсан Патăрьел каччипе çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çуратнă. Шел, 8 çулхи арçын ачана шкултан таврăннă чухне машина çапса хăварса пурнăçран уйăрнă. Ывăлĕ вилнĕ хыççăн çулталăкран мăшăрĕ Микулай та чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. 7 çулхи хĕрĕпе çеç тăрса юлнă вĕсем. Хуняшшĕпе хунямăшĕ хĕл варринче кинне килĕнчен хăваласа кăларса янă.
Çапла вара вăл Шăмăрша хăйĕн юлташ хĕрĕ Марук патне таврăнать. Марукăн юлташĕ Тарук чире пула çĕре кĕнĕ пулнă. Унăн 6 ачи амăшĕсĕр тăрса юлнă. Тарукăн мăшăрĕ Уçăп Лисук аппана хăй патне пурăнма пыма ыйтнă. Хĕрарăм ачасене шеллесе унпа пĕр килте пурăнма пуçлать. Хăйĕн хĕрне юратнă пек, вĕсене те юратса пăхать. Колхозра ырми-канми ĕçленĕ. Вăрмантан милĕк-шăпăр, кăмпа-çырла пуçтарса сутнă. Уçăп унран тĕлĕннĕ: ăçтан кăна вăхăт, вăй çитернĕ-ши? Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, алса-чăлха çыхса сутнă, тĕрĕ тĕрленĕ. Уçăп та фермăра ĕçленĕ. Платник ĕçне те ỹркенмен, ăста пулнă. Лисук аппа хĕрĕ 14 çула çитсен чирлесе ỹкет те нумай та пурăнаймасть, вилсе каять.
Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Лисук аппан çỹçĕсем те шуралнă. Ачисем те ỹссе çитĕнсе тухса кайнă, çемье çавăрнă. Вĕсене кĕтсе илсе ăсатса янă. Мăнукĕсене те юратнă. Анчах та мăшăрĕ Уçăп 79 çула çитсен чирлесе ỹкнĕ, 2017 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.
Ачисене çурт кирлĕ пулнă. Ашшĕн 40 кунĕ çитичченех хăваласа кăларса янă Лисук аппана килĕнчен. Чунсăр ачасем пулчĕç-ши ĕнтĕ? Сив сăмах та каласа курман вăл вĕсене.
Халĕ вăл ваттисен çуртĕнче пурăнать. Хăйне ырă тăвакан çынсене тав туса пĕтереймест. Ăшă, çутă, тирпейлĕ çĕрте пурăнать. Анчах унта пурăнакансем патне ачисем е тăванĕсем пырсан чунĕ ыратать. Вăл хăй пĕр хĕр кăна пулнă, тăванĕсем çук. Кунта ĕçлекенсем ăна питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ. Çак 6 ачи хăйсем ватăлсан мĕн курĕç-ши? Тен, çак статьяна вуласа тухсан вĕсем ăнланса илĕç тăван мар амăшĕн чĕрине? Ватă çынна ырă сăмах та савăнтарть. Лисук аппа сире пур пĕрех кĕтсе пурăнать.
З.КРАСНОВА,
ĕç ветеранĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru