Татах килсе çỹре, «Туган як!»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-22 08:34:52 Версия для печати
туган як.jpg
ИРТНĔ эрнере Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ «Туган як» («Тăван ен») тутар ансамблĕн концерчĕ пулчĕ. Хăнасем залра ларакансене хальхи тата халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсемпе уйрăммăн та, ушкăнпа та юрласа савăнтарчĕç. Хамăр ентеш - Фархад Вахитов солист - сцена çине юрлама тухсан куракансем уйрăмах тăвăллăн алă çупрĕç. Сăмах май, концертăн кашни номернех куракансем ăшшăн йышăнчĕç.
Чаплă концерт вĕçленнĕ хыççăн ял-йыш Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ артистсене чăн-чăн кану каçĕ йĕркелесе панăшăн, тутар халăхĕн юрри-ташшипе савăнтарнăшăн чĕререн тав турĕç, малашне те творчествăра ăнăçу сунчĕç.
Т.ДОЛГОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru