Килĕшỹпе юратура - 50 çул

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-19 09:22:30 Версия для печати
Сергеевы.jpg
ПАЛТИЕЛĔНЧЕ ятлă-сумлă çемьесем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Сергеевсен çемйи. Кил хуçи - Николай Георгиевич 45 çул пĕр улшăнми «Мир» колхозра тар тăкнă. Ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Коля Шăмăршăри «Ял хуçалăх техники» пĕрлешỹре механизатор специальноçне алла илнĕ. Унтан тăван хуçалăхра ĕç биографине пуçланă.
- Ирлĕ-каçлă дизель моторпа ял-йыша çутăпа тивĕçтереттĕм. Кăнтăрла «хурçă утăмпа» тырă акаттăм е сухалаттăм, - аса илет малтанхи çулсене ĕç ветеранĕ.
Ю.Сергеевпа, П.Актемовпа, И.Азизовпа, М.Садертдиновпа ăмăртса тĕрлĕ ĕç тунă Николай Георгиевич: акнă-сухаланă, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалăх ытлă-çитлĕ апат-сенаж, куккурус - вырса-вĕтетсе хатĕрленĕ, вăрмана вутта çỹренĕ. Е-281 С, КСК-100 комбайнсен штурвалне çирĕп тытнă.
Лайăх ĕçленĕшĕн виçĕ хутчен ăна çĕнĕ техника - МТЗ-50, МТЗ-80, МТЗ-82 тракторсем панă.
Ырми-канми ĕçĕпе Н.Г.Сергеев икĕ хутчен - «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» тата «Вуннăмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» паллăсене тивĕçнĕ. Ултă хутчен «Çур аки паттăрĕ» ята çĕнсе илнĕ. Хастар механизаторăн сăнне районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕ. Килти архивра упранакан грамотăсен шучĕ икĕ теçеткене яхăн. 1991 çулта вара Н.Г.Сергеева «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята панă. Çапла, ĕçне кура - чысĕ.
Николай Георгиевичăн мăшăрĕ Ольга Михайловна - хамăр районти Тăрăн хĕрĕ. Карапай Шăмăршă шкулĕнче 8 класс вĕреннĕ хыççăн Ольга Андреева Патăрьелĕнче ДРСУра тăрăшнă. Асфальт сарнă. 1969 çулта Палтиелне качча килнĕ вăл.
«Мир» колхозăн уй-хир бригадинче кунне- çĕрне пĕлмесĕр тимленĕ: çĕр улми, чĕкĕнтĕр, куккурус çумланă, йĕтем çинче тырă тасатса тирпейленĕ. Агропромышленноç аталанăвне пысăк тỹпе хывнăскере колхоз тата район шайĕнче Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăланă.
Ĕçчен мăшăр 5 ачана çут тĕнче пиллесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем, ашшĕ-амăшĕ пекех, харсăр, тирпейлĕ, йĕркеллĕ. Асли - Сергей - милицире ĕçленĕ, Чечняра интернационалла тивĕçе пурнăçласа тĕрлĕ награда илнĕ. Çемйипе ялтах тымар янă. Пенсие кайнăскер, Владимир (унпа юнашарах пурăнать) тата Андрей (Патăрьелĕнче тĕпленнĕ) шăллĕсемпе пĕрле Мускавра вахта мелĕпе ĕçлет. Алена çĕршывăн тĕп хулинче çемйипе пурăнать, воспитательте вăй хурать. Надежда Васана качча тухнă. Вăл - ял клубĕн техслужащийĕ.
Сакăр мăнукĕ Сергеевсемшĕн - чун киленĕçĕ, çутă малашлăхĕ.
Çичĕ теçетке урлă каçнă ватăсем (çаврăнăçулăхне кура «ватă» теме чĕлхе те çаврăнмасть) халь кермен пек пỹртре хăйсем кăна пурăнаççĕ. Вĕсем патне ывăлĕ-хĕрĕ, ытарайми мăнукĕсем килсех çỹреççĕ, пысăк ĕçсенче пулăшаççĕ.
Çулĕсене пăхмасăр, Ольга Михайловнăпа Николай Георгиевич картиш тулли выльăх- чĕрлĕх усраççĕ. Ĕне, тына, пăрусем, хур-кăвакал, чăх-чĕп... тытма мехел çитереççĕ. Тулăх пахча çимĕç туса илеççĕ.
Пушă вăхăтне Оля аппа ал ĕçпе ирттерет. Алса-чăлха, кофта-юбка, салфетка, чечек, кăвакарчăн, хĕвел çаврăнăш, сак тата урай сарри... - тем те çыхать. Илĕртỹллĕ, кăмăла çĕклеççĕ тĕспе те эрешпе çураçуллă ăсталанăскерсем. Ахальтен мар вĕсене çывăх çыннисене парнелет хĕрарăм.
Телейлĕ мăшăр юнашар ларса районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата вулама юратать.
50 çул пĕрле Сергеевсем. 50 çул - килĕшỹре, татулăхра, юратура. Пуян чун-чĕре çывăхлатнă вĕсене, ылтăн алăсем çыхăнтарнă шăписене. Çавăнпах хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ.
З.СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru