Упранакана Турă сыхлать, е инкеке сиресси хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-15 08:34:28 Версия для печати
МАРТ-АПРЕЛЬ уйăхĕсем - юр ирĕлессипе, çурхи шыв-шур каяссипе çыхăннă тапхăр. Шыв каяссине инкек-синкексĕр ирттересси - питĕ яваплă ĕç. Çакна шута илсе кăçалхи мартăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата вырăнти влаçсен органĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта «2019 çулта çурхи шыв-шур кайнă вăхăтра инкек-синкеке сиресси çинчен» ыйтăва пăхса тухнă, çак ĕçе йĕркелемелли плана çирĕплетнĕ.
Гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республикăра юр хулăнăшĕ 32-54 см (виçерен 5-25 см ытларах), юрти шыв виçи - 107 мм (129 проц.) - ытларах. Шăннă çĕр сийĕ - 30-70 см (77-101 см пулмалла). Çакă çĕре шыва «çăтса илме», çавна май шыв-шур хăвăрт каяссинчен «хăтăлма» май парĕ.
Апла пулин те, кăçалхи лару-тăру 17 муниципалитетăн 57 пурăнмалли вырăн (ял-хула) çурхи шыв айне пулма пултарассине «систерет».
ЧР гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн Патшалăх комитечĕн Председателĕ пĕлтернĕ тăрăх, шыв айне юлма пултаракан вырăнсенчен эвакуацилемешкĕн 4,5 пин çынна вырнаçтармалăх 23 пункт хатĕрленĕ.
Чи пысăк хăрушлăх Сăр, Пăла, кĕтне, кĕçĕн Çавал шывĕсем хăпарассипе çыхăннă.
Республика Пуçлăхĕ кашни вырăнтах шыв-шур кайнă тапхăрта сиксе тухма пултаракан чрезвычайлă лару-тăрăва сирес тĕлĕшпе çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллине çирĕп асăрхаттарнă. Уйрăмах энергипе, газпа, ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен объектсене, шыв тата канализаци пăрăхĕсене, çул-йĕре, пурăнмалли çуртсен путвалĕсене пысăк тимлĕхре тытмаллине палăртнă. ЧР Транспорт министерствине талăкĕпех çул-йĕре тĕрĕслесе тăма, ун хĕрринчи юр-пăра тасатассине йĕркелеме хушнă.
Çỹлерех асăннă лару-тăру, паллах, Шăмăршă районне те тỹрремĕнех пырса тивет. Çакна асра тытар. Пирĕн тăрăхра Хырла, Пасна тата вĕсен юпписем çулсеренех çурхи шыв-шурпа тулаççĕ, çыншăн тата выльăх-чĕрлĕхшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Эпир тĕп сакай, картиш, хуралтăсем шыв «танатине» лекнине курма хăнăхнă. Шыва вăхăтра уçса е уçласа яма пултарăпăр. Анчах та кĕрлесе юхакан «тинĕсе» парăнтарма хăват çитерейĕпĕр-ши... Асăма иртнĕ çулхи инкек килет. Çурхи шыв-шур кайнă чух Патирекри 10 çулхи (!) хĕр ача пĕчĕк пĕве хĕрринче - ăшăх çĕртех - аттине çăвасшăн пулнă-ши вăл е шыв юххи илĕртнĕ ăна - шуса ỹкнĕ те Хырлапа юхса кайнă... Çак пỹкле вилĕм пире, аслисене, нихçанхинчен сыхăрах пулма хистет. Ачамăрсемшĕн чи малтанах кам яваплă-ха? - Паллах, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем. Шыв-шур инкекĕ пирки халех, паянах, ăнлантару ĕçĕсем туса ирттермелле. Çуркунне çыран хĕррине пыма шутсăр хăрушă! Юр айĕнче тăнăскер, вăл ишĕлесси куç кĕрет. Апла пулсан юхан шыв хĕррине, канав е шăтăк патне пыма чармаллах шăпăрлансене. «Шыв кайма пуçланман-ха», - тейĕ хăшĕ-пĕри, конькипе ярăнса, хоккейла выляса юлас тейĕ е çыран тепĕр енне тỹрĕрен каçма пикенĕ... Пăр сийĕ çỹхе, вăл ирĕлме пуçланă. Вăл - ултавлă. Апла-тăк, çырмана анма халех чармалла ачамăрсене. Паллах, хамăрăн та «тĕслĕх» кăтартмалла мар.
«Пăрăн - тĕрекĕ, шывăн турачĕ çук», - тенĕ ваттисем. Çакна яланах асра тытасчĕ, тăванăмсем. Хамăра хамăр сыхласан-упрасан çурхи шыв-шур мăшкăлĕ пулмăпăр. Веçех хамăртан килет.

З.СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru