Пĕрле - ĕмĕрлĕхе

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-07 11:10:10 Версия для печати
«ÇЕМЬЕ тăнăçлăхĕ – юратура, пĕр-пĕрне каçарма пĕлнинче. Эп арăма юратнă, юрататăп. Вăл мана яланах ăнланнă, пулăшнă. Çак пурнăçра эпĕ нихăçан та нимшĕн те кулянса çилленсе пурăнмастăп», - сăмах пуçларĕ Виталий Иванович Савельев.
Савельевсен юратăвĕ Палтиел ялĕнче çуралнă. Роза Ивановнăпа Виталий Иванович 53 çул пĕрле килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Савăнмалăх та пур ачисемпе тата мăнукĕсемпе, хуçалăхĕ пысăк. Тивĕçлĕ канура вĕсем. Юрату туйăмĕ вара шкул чухнех пуçланнă вĕсен. Çамрăк хĕр Роза Виталие малтан вăрттăн килĕштернĕ, унпа тĕл пулусем ялан шыранă. Анчах та çамрăк каччă Витали 10 класс пĕтерсен Çỹрçĕр-Казахстан облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Çапла çамрăксен çулĕсем уйрăлнă. Кăштах ĕçлесен Виталий Иванович Çỹрçĕр-Казахстан облаçĕн тĕп хулине - Петропавловска çул тытнă. Унта вăл 10 уйăх хушшинче токаре вĕренсе тухнă. Çав специальноçпа пĕчĕк литражлă самолетсем валли запас пайĕсем кăларакан заводра вăй хунă. Мĕн чул ĕçлесен те çамрăк каччăн чунĕ пĕрех тăван кил енне туртăннă. Килте амăшĕ пĕччен пулни те Виталие питĕ кулянтарнă. Каччă тăван ене таврăннă. Кунта вăл Шăмăршăра «Сельхозтехника» пĕрлешỹре токаре вырнаçнă. Çав вăхăтра вăл Шупашкарта заочно вĕренсе тухнă. Каярах Горькинче экономиста вĕреннĕ. Унтан вăл тăван ялĕнче «Мир» колхозра парти организацийĕн секретарĕ, колхоз пуçлăхĕн çумĕ, каярах ял Совет председателĕн тивĕçне йышăннă. Йывăр чирленипе, пенсие кайичченех ĕçсĕр тăрса юлнă Виталий Иванович.
Роза Ивановнан пурнăçĕ те пылак пулман. Ашшĕ-амăшĕ 1941 çулта Литва республикинчен Палтиелне куçса килнĕ. 1942 çулта чипер хĕр кун çути курнă. Вăл та 10 класс вĕренсе тухнă. Вĕсем Виталий Ивановичпа паралеллĕ класра вĕреннĕ. Шкул пĕтерсен Роза Палтиел шкулĕнче пионервожатăй ĕçне пуçăннă. Çемье çавăриччен çамрăксем 4 çул хĕрпе каччăлла çỹренĕ. Ку вĕсен юратăвне тата та вăйлăлатнă. Качча кайнă хыççăн çамрăк çемье Свердловск облаçĕнчи Шадринск хулине пурăнма куçнă. Унта çамрăк хĕрарăм педагогика институтне заочно вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах вĕсен пĕрремĕш хĕрĕ Светлана çуралать. Тымар ярса ĕлкĕреймен çемье Чăваш Ене каялла куçса килнĕ. Виçĕ çынран тăракан çемье Виталий Ивановичăн тĕп килĕнче малалла тĕпленнĕ. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕн профессине алла илсен, Роза Ивановна Палтиел шкулне ĕçлеме кĕрет. Шкулта ĕçленĕ чухне Роза Ивановна тата икĕ хĕр: Ольгăпа Татьянăна çуратнă. Шкул ĕçĕпе кăна мар, килте ялан хур-кăвакал, ĕнесем усранă. Халь чир пула выльăх тытма пăрахнă Савельевсем.
Шкулта Роза Ивановна 40 çул вăй хунă. Унăн Хисеп хучĕсем те питĕ нумай. Вĕсене уйрăм папкăра упрать. «Кашни хисеп хучĕ – аса-илỹ»,- тет ĕç ветеранĕ. Вĕрентсе кăларнă ачасем ăна хисеплеççĕ, хăнана килсе çỹреççĕ. Роза Ивановна ирттернĕ уроксене йăл кулăпа аса илеççĕ.
Роза Ивановнăпа Виталий Иванович виçĕ хĕр пăхса ỹстернĕ. «Хĕр вăл – кил илемĕ», - теççĕ харăсах Савельевсем. Кашни хĕрĕ качча кайса çемье çавăрнă. Халĕ Виталий Ивановичпа Роза Ивановнăна мăнукĕсем савăнтараççĕ. «Аслă хĕрĕн Светăн – пĕр ача, Ольăн - икĕ ывăл, Таня вара виçĕ ача пăхса ỹстерет. Ачасене яланах килтерсех тăрас килет, анчах халĕ вĕсен хăйсен çемье, хăйсен пурнăçĕ», - ассăн сывласа калать кил ăшшин управçи. 77 çул тултараççĕ пулсан та, ачисемпе мăнукĕсем валли ялан тутлă та вĕри яшка, парнесем хатĕр. Çулла кăштăртатмалăх пахчана тухаççĕ. Çырла паракан тĕмсем пăхаççĕ.
Савельевсен çемйине ялта пурте сума сăваççĕ. Ырми-канми ял халăхĕшĕн пиçĕхнишĕн, ачисене тĕрĕс çул çине тăратнишĕн ял халăхĕ хисеплет вĕсене. 53 çул пĕрле пурăнса та Роза Ивановнăпа Виталий Иванович çемйине пĕтĕм вăйне хурса, килĕштерсе, чĕрери чи таса туйăма упрама пĕлни пурин валли те тĕслĕх.
В.ГОЛОВИНСКАЯ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru