Алла-аллăн тытăнса ĕçлетпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-07 10:26:12 Версия для печати
ВАСАН ял тăрăхĕнче çулталăк тăршшĕпех массăллă мероприятисем ирттеретпĕр. Авалхи йăла-йĕркене упрас тĕлĕшпе вырăнти халăх музейĕ пысăк витĕм кỹрет. Тĕрлĕ шайри экскурсисем йĕркеленисĕр пуçне ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан уявсем йăлана кĕчĕç: сурхури, çăварни, акатуй, Ял кунĕ, улах сăри. Музей директорĕ Г.Ларшников пуçарнипе пĕлтĕр Комсомолăн 100 çулхи юбилейне анлăн паллă турăмăр. Библиотекăпа клуб ĕçченĕсем, Васан тĕп шкулĕн коллективĕ пĕр чăмăрта пулнăран спорт ăмăртăвĕсем - çăмăл атлетсен, Аслă Çĕнтерỹ, Кĕр уявĕ, Ваттисен кунĕ, Çĕнĕ çул уявĕ асра юлмалла иртеççĕ. Асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерме спонсорсем пысăк пулăшу параççĕ: ĕçпе е укçа-тенкĕпе халăх пурнăçне аталантарас тĕлĕшпе сисĕмлĕ тỹпе хываççĕ. И.Быковăн, Ю.Лепешкинăн фермер хуçалăхĕсем, С.Сатаров, В.Урмаев, А.Тихонов, Э.Смаев, В.Ефимов, С.Измуков пек хастарсем тăрăшнипе çỹлерех асăннă мероприятисем халăх кăмăлне каймалла иртеççĕ. Васан, Кивĕ Шăмăршă, Ярăслав çыннисен ячĕпе ырă чунлă çыннăмăрсене чунтан тав тăвас килет. Пурин те ĕçре - ăнăçу, çемьере килĕшỹ пултăр; çирĕп сывлăхпа 100 çула çитмелле пултăр. Сирти пархатарлăх вучĕ нихăçан та ан сỹнтĕр, тусăмăрсем!
Ю.ИЛЬИН,
Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru