«ÇỸП-ÇАП турттарса тухнăшăн уйăхсеренех «Экоцентр» регион операторĕ квитанци ярса парать. Çав квитанципе Перекет банкĕнче укçа тỹленĕ чухне вара татах укçа тỹлеме тивет - комисси тытăнса юлать. Çавăнпа та квитанци тăрăх укçа тỹлемелли урăх меслет çук-ши?»
Çак ыйту çине хурав илес тĕлĕшпе редакцие Татьяна ятлă хĕрарăм шăнкăравласа тухрĕ.
Чăваш Республикин Строительство министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, çỹп-çап турттарса тухнăшăн комиссисĕр те тỹлеме май пур. Çак меслетсене тишкерсе тухатпăр.
Пĕрремĕшĕ - регион операторĕн офисĕнче тỹлени. Республикăра ĕçлекен регион операторĕн офисĕ Шупашкарта Мускав проспекчĕ, 19 çурт, 11 корпус, 2-мĕш пỹлĕмре вырнаçнă. Ĕç вăхăчĕ: 8.00 - 17.00 сехетсенче, шăматкунпа вырсарникун - кану кунĕсем. Регион операторĕсен представительствисем пур районта та çитес вăхăтра çак услугăшăн тỹлев йышăнассине йĕркелесе ярĕç. Шăмăршă районĕнче «Экоцентр» регион операторĕн представительстви пур. Вăл Шăмăршăри ЛТЦ çуртĕнче вырнаçнă. Апла пулсан Шăмăршăра та комиссисĕр тỹлеме май пуласса шанатпăр.
Иккĕмĕш меслет - регион операторĕн сайтĕнче (https://mvkecocenter.ru). Çак сайтра «личный кабинет» йĕркелесе регистрациленмелле. Ун валли интернет çыхăнăвĕ тата телефон номерĕ кăна кирлĕ. Регистрациленнĕ хыççăн кашни уйăхрах тỹлеве комиссисĕр куçарса тăма пулать. Каласа хăвармалла, «НИДИ»УК тата «Лапсарская»УК ертсе пыракан компанисенче те тỹлеве комиссисĕрех йышăнаççĕ.
Ытти çĕрте тỹлеве комисси тытса юлса йышăнаççĕ. Апла пулин те çав тĕслĕхсене те палăртса хăварар.
Чăваш Республикинчи нумай çын тĕрлĕ тỹлеве Раççей почти урлă тума хăнăхнă. Çỹп-çап турттарса тухнишĕн тỹлеве хальхи вăхăтра ку предприятин республикăри пур çыхăну уйрăмĕнче те йышăнаççĕ. Комисси - 3 процент, анчах та 8 тенкĕрен сахал мар. Хальлĕхе республикăра 200 почтальона мобильлĕ касса терминалĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсем тỹлев йышăнма пултараççĕ.
Перекет банкĕнче çак тỹлеве дистанци мелĕпе туса ирттерсен («Сбербанк Онлайн», «Автоплатеж» услугăпа усă курнă чухне) комисси тỹлевĕ квитанцири укçа суммин 1 проценчĕ чухлĕ пулать. Кассăри операционистсем урлă тỹленĕ чухне комисси суммăн 2 проценчĕпе танлашать, çын çак укçана банкри терминал урлă тỹленĕ чухне комисси суммăн 1,5 проценчĕ чухлĕ тытăнса юлать. Апла пулин те юлашки икĕ тĕслĕхĕнче комисси 20 тенкĕрен пĕчĕк пулма пултарайманнине палăртнă.
Çỹп-çап турттарса тухнăшăн тỹлемелли квитанципе Почта Банкра та йышăнаççĕ. Кунта комисси суммăн 0,5 проценчĕпе танлашать. Анчах та çак банкра пенси е ĕç укçи илсе тăракансем квитанци тăрăх комиссисĕр тỹлеççĕ.
«Инсоц» тỹлев агенчĕпе усă куракансен пĕр тỹлевшĕн 10 тенкĕ комисси тытăнса юлать.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци системин сайтĕнче (ГИС ЖКХ) «личный кабинет» урлă та çак тỹлеве куçарма пулать.
Куратпăр, çỹп-çап турттарса тухнин квитанцийĕ тăрăх комиссисĕр те, комиссипе те тỹлеме май пур. Паллах, кашни çын çак укçана хăйне хушма тăкак кỹмесĕр тỹлесшĕн.
Н. ИЛЬИНА хатĕрленĕ.