Ылтăн алăллă, ăшă кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-03-01 08:50:25 Версия для печати
ермолаев 11.jpg
ПЕТР ЕРМОЛАЕВ Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Унсăр пуçне ỹкерес ăсталăхĕ яр-уççăн палăрса тăнă - шкулти стена хаçачĕсене яланах вăл илемлетнĕ. Уйрăмах Çĕнĕ çул умĕнхи номер питĕ илĕртỹллĕ пулса тухнă: ем-ешĕл чăрăшĕ - лапсăркка та капăр, упи-мулкачĕ халь-халь хут çинчен сиксе анса вăрмана тапса сикме хатĕр... Вăтам шкул директорĕ Александр Иванович Гармонщиков пултаруллă çамрăка асăрханă, ăна рисованипе труд учителĕ пулма Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кайма сĕннĕ.
1969 çулта вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн П.Ермолаев Шупашкара çул тытать. Педагогика институчĕн художество тата графика факультетне вĕренме кĕме çăмăл пулман - 6 экзамен витĕр тухса пысăк баллсем пуçтарнă. Математика, физика, черчени, вырăс чĕлхипе изложени çырасси, кăранташпа тата çуллă сăрăпа картинăсем ỹкересси. Çирĕп тĕрĕслев витĕр чиперех тухнă мал ĕмĕтлĕ çамрăк - 1969-1974 çулсенче телейлĕ студентсен шавлă та хаваслă тĕнчинче ирттернĕ. Чăннипех те телейлĕ теме пулать çак факультетра аслă пĕлỹ илекенсене, мĕншĕн тесен вăл Атăлçи тăрăхĕнче пĕрре çеç пулнă. Унта вĕренме кĕрессишĕн тĕрлĕ регионтан килнĕ абитуриентсем тупăшнă - çавăнпа та конкурс яланах пысăкчĕ. Пирĕн район историйĕнче асăннă факультетра специальноç илнĕ арçын-учительсем пурĕ те виççĕн кăна. Халĕ шкулта ĕçлекенсенчен вара Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ В.Мартынов анчах - Саратов облаçĕнче çитĕннĕскер, Шупашкарта диплом илнĕ хыççăн пирĕн района направленипе ĕçлеме килнĕ.
Тĕрлĕ енлĕ аталантарнă студентсене çак факультетра: рисовани-черченисĕр пуçне шкулти мастерскойра пулас педагогсене шкул ачисене йывăçа каскалама, унран кил-çуртра усă курмалли япаласем ăсталамавĕрентмешкĕн хатĕрленĕ. Йывăçпа кăна мар, тимĕрпе, кĕленчепе, халăх промыслисен ăсталăхне алла илме те. Сăмахран, хурăн хуппинчен шкатулка тума, хулăран çатан-карçинкка авма, тăмран савăт-сапа хĕртсе кăларма тата тем те пĕр. Киленсех вĕренет çак ĕçсене пĕлỹшĕн çунакан ăста алăллă Ермолаев. Ялти шкулта пурте кирлĕ пуласса ăнланса, тăрăшса ăс пухать.
Аслă пĕлỹллĕ çамрăк учитель 1974 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ИЗО, черчени тата ĕç урокĕсем вĕрентме тытăннă. Çут çанталăк илемне ачаранпах туйса çитĕннĕ Петр Дмитриевич педагогика ĕçне хавхаланса пуçăннă, хăйĕн ал ĕç ăсталăхне пĕтĕмпех шкул ачисене пама тăрăшнă. Тăван тавралăха сăнама, унăн хăй евĕрлĕхне курма тата шкулти ĕç мастерскойĕнче йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларма та 35 çул хушши киленсех вĕрентет вăл ачасене. «Пурăнан пурнăçра çитĕннĕ арçыннăн ĕç инструменчĕпе, уйрăмах чус-хăмапа ĕçлеме пĕлмеллех», - халĕ те çапла шутлать ĕç ветеранĕ. Пĕр-пĕр япалана эрешлесе-илемлетсе тата куçа илĕртмелле хатĕрлесен кăмăл пушшех те çĕкленет.
Кашни ĕçе юратса, чун ăшшипе пурнăçлать вăл. Чỹрече хашакĕсене (наличники) эрешлет-и е сĕтел-пукан ăсталать - епле çыпăçуллă пулса тухаççĕ чăн-чăн мастер аллинче! Петр Дмитриевич шкул ачисене те çапла йывăçа туйма, ĕç инструменчĕсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарнă. Вăл ертсе пынипе вĕсем кашни çуркуннех вĕçен кайăксене кĕтсе темĕн чухлĕ шăнкăрч йăви хатĕрленĕ - никам та шутласа кăлараймасть. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕ, вăрманĕ ир-ирех шăнкăрч юррипе тулса тăнă. Халĕ вара çакна аса илмелли çеç юлать. Арçын ачасене шкулта пăчкă-мăлатукпа ĕçлеме вĕрентекен те çук ĕнтĕ...
- Петр Дмитриевич ачасемпе яланах пĕр чĕлхе тупса хăйĕн ĕçне тĕплĕ пурнăçлакан учитель. Анчах ытла та сăпайлă - ĕçне кăтартма та, хăйĕн çинчен каласа пама та юратмасть. Вĕренекенсене ăнланма тăрăшнă, вĕсене хавхалантарма пĕлнĕ. Тỹрĕ кăмăлпа, чунне парса ĕçлекен учитель вăл пирĕн, - ĕçтешĕпе савăнсах паллаштарать вăтам шкулта нумай çул хушши завуч тивĕçне пурнăçласа пынă Г. Г.Угарина. - Кăмăлĕ те, аллисем те ылтăн унăн: йывăçпа кăна мар, тимĕрпе те чăн-чăн ăста вăл. Районти тĕрлĕ мероприятире, Акатуйра çулсерен ал ĕç выставки йĕркелетчĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем ăна ырăпа кăна аса илеççĕ.
Кăçалхи августра ачасен юратнă учителĕ, ял-йыш хисеплекен педагог 67 çул тултарать. Çамрăк чухнехи хастарлăхĕ чакни сисĕнмест-ха - чун-чĕри ыйтнипе халĕ те алла тĕрлĕ инструмент тытать. Çывăх çыннисем, кỹршĕсем валли йĕке, чечек савăчĕ, йĕтĕр-ывăс, вăрăм саксем, алăксем, чỹречесем ăсталать. Ытларах парнелеме юратать. Чун ăшшине шеллесе тăман вăл нихăçан та.
Мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем, тивĕçлĕ воспитани панă. Хĕрĕсем иккĕшĕ те çунатланса тăван йăваран вĕçсе кайнă - хăйсен çемйипе пурăнаççĕ. Надя хĕрĕ ашшĕ пекех рисовани тата черчени учителĕ. Килĕнче ывăлĕн çемйипе пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх: ĕне-пăру, сыснасем, кроликсем, хур-кăвакал - усраççĕ. Çулла тĕрлĕ пахча-çимĕç тухăçлă çитĕнтереççĕ. Петр Дмитриевич час-часах хăйĕн мастерскойĕнче вăхăт ирттерет - пĕр-пĕр интереслĕ ỹкерчĕк е схема куç тĕлне пулсан тỹрех станок патне васкать - ун чухне вара кил-çуртра çĕнĕ илем çуралать. Йывăç чĕлхине ăнланатех çав маçтăр - авă епле асамлă япаласем пулса тухаççĕ унăн - курса тăранаймăн Художник куçĕпе, ырă чунĕпе курать вăл çут тĕнчене - унта хитрелĕх, хăтлăх, лăпкăлăх кăна хуçаланать.
Малашне те пултарулăх çăл куçĕ Сирте ан иксĕлтĕр, хисеплĕ учителĕмĕр!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru