Маттур, ыттисемшĕн те тĕслĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-02-08 08:50:34 Версия для печати
Харитновоы.jpg
ЯЛАНХИ пекех, январь-февраль уйăхĕсенче Шупашкарта шкул ачисен регионти предмет олимпиадисем иртеççĕ. Нумаях пулмасть литература предмечĕпе йĕркеленĕ ăс-тăн олимпиадине районта палăрнă вĕренекенсем хутшăнчĕç. Шăмăршăри вăтам шкулта ăс пухакансем кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те чи нумай балсем пуçтарса район чысне тĕп хулара хỹтĕлеме тивĕçрĕç. Çак шкулта 11-Б класра вĕренекен Юлия Васильева вара регионти литература олимпиадинче те çитĕнỹ турĕ - призер пулса тăчĕ (учителĕ И.Харитонова). Калас пулать, Юльăшăн çакă пĕрремĕш çитĕнỹ мар. Вăл пĕлтĕр те çак предметпа призер Дипломĕпе медальне тивĕçнĕччĕ. Пултаруллă шкул ачине тата унăн вĕрентекенне ăшшăн саламлатпăр!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru