Софья - вĕренỹ отличникĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-02-08 08:38:23 Версия для печати
измукова.jpg
СОФЬЯ ИЗМУКОВА Шăмăршăри вăтам шкулта 11-Б класра «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Уйрăмах вырăс чĕлхи, хими, биологи, экологи предмечĕсене килĕштерет. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене (ЕГЭ) хатĕрленсе, пĕтĕм пушă вăхăтне вĕренỹпе ирттерет. Илемлĕ литература вулама юратаканскерĕн юлашки вăхăтра ун валли вăхăт уйăрма та май тупăнсах каймасть.
Софья 5-9 классенче кадет пулнă, çав çулсенче кадетсен Георги балне, тĕрĕслевне (кадетская поверка) хутшăннă. 2016 çулта вăл хăйĕн класĕпе пĕрле республикăри бал ташшинче призер та пулнă.
Ашшĕ-амăшĕ ăна йĕркелĕхе, тирпейлĕхе вĕрентсе ỹстерет. Хушнă ĕçе ырана хăвармасăр, тĕплĕ пурнăçлама та тăван çемьере ачаран хăнăхса пырать. Çавăнпа та ăшă кăмăллă сăпайлă хĕре пĕр класра вĕренекенсем çулсерен староста пулма суйлаççĕ. Класс руководителĕн чăн-чăн пулăшаканĕ вăл йĕркелĕхе тытса тăрас енĕпе. Тата С.Измукова - активлă та пуçаруллă волонтер. Кĕçĕн класра вĕренекенсене тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма кăмăлтанах пулăшать.
Лайăх вĕренỹшĕн тата шкул пурнăçне активлă хутшăннăшăн («Вместе» шкулти ача-пăча пĕрлешĕвĕн хастарĕ) Софья «Артек» ача-пăча лагерĕнче канма та тивĕç пулнă.
Савăк кăмăллă, пурне те пулăшма хатĕр хĕре пĕрле вĕренекенсем те, педагогсем те килĕштереççĕ. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса хăй суйласа илнĕ специальноçпа малалла аслă пĕлỹ илме ăнăçу пултăр тăрăшуллă стипендиаткăна.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru