Яланах такăр çул Сире, водитель!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-02-05 09:00:58 Версия для печати
ВИÇĔМКУН Александр Митрофанович Кувшинов 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Санькка тете тесе чĕнеççĕ ăна Кахăрлă Шăхалĕнче пурăнакансем. Ăста шофера таврари ялсенче те лайăх пĕлеççĕ - хĕрĕх çула яхăн машинăпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Пенсире тата 3 çул Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсене автобуспа илсе çỹрерĕ - 2 -мĕш класс водительне автобус та шанса панăччĕ. Вунă çул ĕçлерĕ вăл çак яваплă тивĕçре - пĕр кăлтăксăр чупрĕ шкул автобусĕ опытлă водитель аллинче.
Халĕ те техникăпа туслă вăл. Икĕ теçеткене яхăн çỹретнĕ «Жигулийĕ» гаражра вĕр-çĕнĕ пекех халь-халь тапранма хатĕр тăрать. Çав тери упрать ăна вăл, кивелме памасть. Çулла кỹрши-аршине пасара, район центрĕнчи тĕрлĕ учреждение е хăнана наччас илсе кайса килет хăйĕн çăмăл машинипе. Ял çыннисем ыйтсан епле кăмăлне хăварăн?
... Санькка тетен йышлă çемьепе пурăннă кил-çурчĕ халь шăплăхра. Пĕччен пурăнать вăл кунта, виçĕ çул каялла мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн. Çичĕ ача: 4 ывăлпа 3 хĕр - çуратса ỹстернĕ вĕсем Мария Александровнăпа. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çунатланса тăван йăваран вĕçсе саланнă. Иккĕшĕ - Ира хĕрĕпе Сергей ывăлĕ - çемьеленсе çывăхрах тымар янă, пĕр урамрах теме те пулать. Кермен пек çурт-йĕрпе, пысăк хуçалăхпа пурăнаççĕ. Çакă лайăх та ватлăх кунсенче: ачисем те, мăнукĕсем те пĕрмай килсех çỹреççĕ, кил-хуçалăхĕнче пулăшаççĕ. Савăнмаллипех савăнать вара Александр Митрофанович хăйĕн çемйипе - 20 мăнук, 20 кĕçĕн мăнук вĕт унăн паянхи кун тĕлне! Пĕринчен тепри кăмăллă. Вĕсем пĕчченлĕхе туйма та, кичемленме те памаççĕ. Епле телейлĕ асатте-кукаçи вăл вĕсемпе юнашар чухне!
Вăрçă умĕн çуралнă А.Кувшиновăн ачалăхĕ йывăр çулсенче иртнĕ. Фашистсем пирĕн çĕршыв çине тапăнсан унăн ашшĕ те алла хĕç-пăшал тытнă. Тек курман вара ашшĕне ачисем - 1943 çулта хыпарсăр çухалнă... Санькка – ачасенчен чи асли, çемьере пĕртен-пĕр арçын ача - çамрăклах амăшне те, икĕ йăмăкне те хăйĕн хỹттине илет. Çапла ачалăхсăрах çитĕнме тивнĕ унăн. Пĕчĕклех колхоз ĕçне хутшăннă. Хастарлăхне кура уй-хир бригадине те ертсе пынă пĕр вăхăт. Çапах та техника ытларах илĕртнĕ çамрăка - 1966 çулта Канашра шофера вĕренсе тухать. Унтанпа руле алăран вĕçертмен.
Техникăна ăнланни, ăна яланах юсавлă тытни, ăсталăхĕпе ĕçченлĕхĕ Александр Митрофановича чăн-чăн водитель пулма май панă та. Ял-йыш та хисеплет пултаруллă ĕç ветеранне.
Юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа, çирĕп сывлăх, такăр çул сунатăп.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru