«Эп тỹснине никам та ан куртăр...»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-02-05 08:56:40 Версия для печати
Чиндарева.jpg
КАШНИ çын пурнăçĕ - хăйне евĕр истори. Унра халăх, çĕршыв шăпи йĕрленнĕ. Палтиелĕнчи ĕçпе тыл ветеранĕн Анастасия Андреевна Чиндаревăн кун-çулĕ акă йывăр ачалăхпа, канăçсăр çамрăклăхпа унăн биографине çырăнса юлнă.
1929 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Палтиелтех кун çути курнă А.А.Николаева-Чиндарева. Ашшĕ - Андрей Васильевич, ылтăн алăллăскер, стройка ĕçĕпе таçта та - Мускав таранах - çитнĕ. Амăшĕ - Анна Федоровна - колхозра уй-хир бригадинче тимленĕ.
Настя ултă ачаран виççĕмĕш пулнă. Аслисенчен ĕçе вĕренсе хăй хыçĕнчи йăмăкĕ-шăллĕне те ăна хăнăхтарнă.
Николаевсен çемйи «инхоз» шутланнă. Ĕç аллипе, чун тарĕпе тунă пурлăх ыттисене ăмсантарнă çав. Пĕррехинче вырăнти влаç çыннисем Николаев «кулакăн» япалисене конфискацилеме персе çитнĕ. Кĕлетри тырра - тиесе, лашипе ĕнине çавăтса тухнă. Кил хуçи ỹкĕтлени те, арăмĕ такмакласа йĕни те, ача-пăча çухăрашса тара-тара пытанни те «çỹлтисен» чунне çемçетеймен. Чăн-чăн вăрă-хурахла хăтланнă!
«Ахванеç лаша çине утланса пỹрте кĕрсе кайни маншăн та - пĕчĕкскершĕн - чăтма çук мăшкăл пулчĕ», - аса илет иртнине Анастасия Андреевна.
Ялти шкулта 3 çул вĕреннĕ Настя. «Аттем вăрçăраччĕ, аннем йышлă ачапа юлнă. Пурнăç йывăрланчĕ. Тум-тир кивĕ пулнипе пĕлỹ çуртне çỹреме вăтанаттăм. Пĕтрĕ вара шкула çỹресси...» - паллаштарать ачалăхĕпе ватă хĕрарăм.
«Ачалăх» тенĕрен, вăл Настьăшăн пулман тесен те юрать. Çул çитмен хĕрача пир-авăр тĕртнĕ, алса-чăлха çыхнă... Колхоз ĕçне хутшăннă: çĕр улми, чĕкĕнтĕр, сĕлĕ, тулă, вир, кукуруза анисене çумланă. Çакăншăн куллен 500 грамм çăкăрпа темиçе çăпала яшка тивĕçнĕ. Çиме çăкăр пулманран крахмал пуçтарнă, унран пĕлĕм пĕçернĕ. Хырăма «улталаса» каллех ĕçе кỹлĕннĕ. Выçăллă-тутăллăскерĕн вăй-халĕ тупăннинчен халь те тĕлĕнме пăрахаймасть Анастасия Андреевна.
«Çак саманта манаймастăп, - аса илỹ çăмхине сỹтет вăл. - Пĕр çулхине, йĕпе çул килнĕрен, анкартинче шыв тăчĕ - çĕр улми туса илеймерĕмĕр. Кĕркунне лаша кỹлсе Чаткаса «иккĕмĕш çăкăр» туянма-улăштарма кайрăм. Пĕрисен умне чарăнтăм, пỹртне кĕтĕм. Каялла тухнă çĕре лав çинчи çăпатана йăкăртнă. Чухларăм, никам та мар, хайхисен кỹршисемех вăрланă. Чăтма çук хурлантăм: «Эпĕ вăрманта çăка хуппи шыраса хăшкăлатăп. Çăпата хуçса тертленетĕп. Кунта ак янтине хапсăннă!» Хама ăсатма тухнă хĕрарăм умĕнче ун пускилне тем те пĕр каласа вăрçрăм. Хаяр сăмахăм лешсен хăлхине кĕнĕ. Кайран çăпата вăрри хăех мана шыраса тупрĕ. Улма леçсе пачĕ. Урана тăхăнмалли килĕшнех ĕнтĕ, тавăрса памарĕ. «Эс ылханасран хăранă вăл», - тесе каланăччĕ ун пирки паллакансем.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерĕ Настя Николаевăн чăтăмлăхне тĕрлĕ енчен тĕрĕсленĕ. Чи хăрушши - ашшĕсĕр юлни. Пĕве кĕрсе çитеймен хĕрача кĕркунне çеç мар, шартлама хĕлле те хиртен кĕлте турттарнă. Аслисемпе тан авăн çапнă. Тырри тĕшĕленнĕ кĕлтене киле илсе таврăнма чарман. Унпа пỹрте хутса ăшăтнă. Кил-йыш çавăншăн шутсăр хĕпĕртенĕ.
Хĕрарăмсемпе, стариксемпе пĕрле Анастасия Николаева Улатăр тăрăхне окоп чавма та кайнă. Шăннă çĕре лумпа таккани, çанталăкăн кирек епле условийĕнче те кĕреçепе тăпрана ывăтни ун асĕнчен каймасть. «Шартлама сивĕре кăвайт чĕртсе ăшăнаттăмăр, тарланипе пăрланнă тумтире тимĕтме пикенеттĕмĕр. Пăр таткине çаврăннă çăкăр татăкне, çĕçĕ вĕçĕпе тăрăнтарса, вут çинче çемçетсе çиеттĕмĕр», - куççульне шăлать тыл ветеранĕ.
Сăр шывĕ хĕрринче çỹллĕ те капмар йывăçсене касса йăвантарма епле хевте çитернĕ-ши тата?! Чăтнă - вăхăчĕ хистенĕ!
Вăрçă хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хунă Анастасия Андреевна. Тăван колхоз ферминче ĕне сунă, ĕçре малтисен йышĕнче пулнă. Уй-хир бригадинче тăрăшнă: тыр-пул ỹстернĕ. Стройкăра тар тăкнă. Сăмах май, ялăн çĕнĕ шкулне çĕкленĕ çĕрте штукатурка ĕçне тунă. Пĕр сăмахпа, тивĕçлĕ канăва тухиччен таса чун-чĕрепе ĕçленĕ.
Мăшăрĕпе - Виталий Николаевич Чиндаревпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр) 33 çул пурăнса ĕлкĕрнĕ хĕрарăм. Тăватă ачана пурнăç пилленĕ. Питĕ шел, иккĕмĕш ывăлĕ Гена çамрăклах сарăмсăр вилнĕ. Уншăн халь те чĕри çунать амăшĕн. Асли - Николай çемйипе Çĕнĕ Шăмăршăра пурăнать. Таисия хĕрĕ Омск тăрăхĕнче тымар янă. Кĕçĕнни - Сергей - тĕпкĕч. Шăпах ун çемйипе кун кунлать Анастасия Андреевна. Ултă мăнукĕпе çичĕ кĕçĕн мăнукĕ - пурнăç илемĕ, чун канăçĕ.
Çулсем ỹссех пыраççĕ пулин те, çамрăк чухнехиллех ăшпиллĕ те тирпейлĕ вăл. Вăй çитнĕ таран пỹртре, кил хушшинче кăштăртатать. Пушă вăхăтра хаçат вулать, уйрăмах «Шăмăршă хыпарне» кăмăллать. Тата юрлама юратать. Çамрăк чух вăйă пуçласа юрланăскер, халь те ĕлĕкхи юрăсене асра тытать. Хуçин çулне кура мар уçă сасă чун хĕлĕхне хускатать. Итлесе тăранаймăн!
«Пурнăçăмра хуйхи-суйхине, асапне ытлашшипех куртăм пулсан та шăпама ỹпкелеместĕп, - тет Чиндарева. - Мирлĕ саманара пурăнни - хăех телей. Çĕр çинче тăнăçлăх пултăр. Хам чăтса ирттернине никама та сунмастăп».
Февралĕн 2-мĕшĕнче А.А.Чиндарева 90 çул тултарчĕ. Сумлă юбилейпе саламланă май Анастасия Андреевнăна хурçă пек çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунас килет.
Ачу-мăнукусен юратăвĕпе тимлĕхĕ Сана 100 çула çитмелĕх те, унран иртмелĕх те вăй-хал хушчăр. Эсĕ, хаклă Çыннăмăр, çак телее чăннипех те тивĕç.
Зинаида СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru