«УМСКУЛ» - çĕнтерỹçĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-02-01 08:49:54 Версия для печати
Карабаевцы.jpg
ТЕЛЕВИЗОРПА кăтартакан «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» («Что? Где? Когда?») çитĕннисен вăййине килĕштермен çын çук та пулĕ. Чи ăслă та тавçăруллисем хуть мĕнле ыйтăва та шĕкĕлчеççĕ унта. Халĕ çак ăс-тăн вăййине шкул ачисем те выляççĕ.
Çак эрнере районти шкулсенче йĕркеленĕ 11 команда хăйсен ăс-хакăлĕпе тавракурăмне тĕрĕслеме Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Мĕншĕн унта тетĕр-и? Пĕлтĕр çак шкулта вĕренекенсем районти тупăшура çĕнтерсе республикăра та призер пулнăччĕ.
Ăс-тăн вăййин ыйтăвĕсене ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствинчен ярса панă. Калас пулать, çăмăл мар вĕсем. Кашнин çине тĕрĕс хурав парас тесен, анлă тавракурăм, кĕнеке нумай вулани, логикăпа килĕшỹллĕ шухăшлама пĕлни кирлĕ. 26 кăткăс ыйту пулчĕ командăсене. Ушкăнпа пĕр минут канашланă хыççăн ачасем хуравне хут çине çырса параççĕ. Вăйă вĕçленсенпалтиелсемпе карапайшăмăршăсем пĕр пек балсем пуçтарни паллă пулчĕ. Çапах та Константин Львовăн команди (Карапай Шăмăршă) хуравланă ыйтусен рейтингне шута илнĕ хыççăн, «Умскул» командăра вылякансене çĕнтерỹçĕ тесе палăртрăмăр. Иккĕмĕш вырăнта Шăмăршăри вăтам шкул ушкăнĕ, виççĕмĕшсем - Анат Чаткасри тĕп шкулта вĕренекенсем.
Çапла вара Карапай Шăмăршăри вăтам шкулăн «УМСКУЛ» ушкăнĕ февралĕн 3-мĕшĕнче район чысне регионта хỹтĕлеме хатĕрленет. Ăнăçу пултăр сире!
Е.КУДРЯШОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru