Владимир Денисов: «Мĕн акатăн, çавă шăтать»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-02-01 08:44:20 Версия для печати
hd_6.jpg
ПИРĔН район - ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă тăрăх. Çавăнпа та çурхи ĕçсене ирттерме тĕплĕ хатĕрленесси - паянхи кун ыйтăвĕ. Ака-сухана тухиччен васкавлă пурнăçламалли ĕçсем вара пайтах: вăрлăх хатĕрлемелле, ял хуçалăх техникине юсаса çитермелле, çĕр участокĕсем пирки тĕрлĕ килĕшỹ тумалла, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тата минерал удобренийĕсем туянмалла тата ытти те.
В.Севрюгин пĕлтернĕ тăрăх, районта кăçал акăнакан çĕрсен лаптăкне татах та ỹстересшĕн, çурхи культурăсене пĕлтĕрхинчен 230 гектар ытларах акса хăварса пурĕ 11570 гектара çитересшĕн. Хресчен(фермер) хуçалăхĕсем кăна 2019 çулта 6585 гектар çинче тыр-пул туса илесшĕн (пĕлтĕр - 6160 гектар).
Вадим Петровича кĕрхи культурăсен шăпи те пăшăрхантарать: еплерех хĕл каçаççĕ вĕсем? Кĕркунне типĕ килнĕрен, акнă вăрлăх шăтаслăхĕ кĕтнĕ пек пулаймарĕ.Юр кайнă хыççăнах сивĕсем çапса хуçмĕç-и? Çавăнпа та район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ вăрлăх ытларах хатĕрлеме сĕнчĕ - кĕркунне калчаланайман анасене çурхи культурăсем акса хăвармалла. Малалла вăлрайонти акма юрăхлă çĕрсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ, мĕнле культурăна мĕн чухлĕ лаптăк çинче çитĕнтерме палăртнă цифрăсемпе паллаштарчĕ. Тĕш-тырă культурисене илес пулсан, кунта пысăк улшăнусемех курăнмаççĕ. Техника культурисенчен сахăр чĕкĕнтĕрĕ - 400 гектар, хĕвел çаврăнăшĕ - 925 гектар йышăнĕç. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне вара çĕнетме кирли çинчен каларĕ.
«Мĕн акатăн - çавă шăтать», - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен(фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе йĕркеленĕ канашлура.
Пахалăхлă вăрлăх - тухăçлă тыр-пул çăлкуçĕсенчен пĕри. Çавăнпа та Владимир Васильевич çĕнĕ йышши элита вăрлăхĕ туянма паянах пуçăнма хистерĕ. Çĕнĕ вăрлăх туянса тăкакланă расхута патшалăх субсиди парса саплаштарни çинчен те фактсемпе çирĕплетсе каларĕ.
Пысăк пахалăхлă вăрлăх туянас текенсем республикăри «НАШ СЕЛЬХОЗ» сайтпа усă курма пултараççĕ - унта кĕме тỹлевсĕр, вăрлăх сорчĕсем вара суйламалăх пур. Пĕрмай тулă та урпа кăна мар, ытти культурăсем çине те хăюллăн куçма сĕнчĕç канашлура. Сăмахран, соя, рапс пирĕн тăрăхра та тухăçлă культурăсем шутланаççĕ. Кỹршĕ районсенче, тĕш-тырăсăр пуçне, улма-çырлапа те лайăх тупăш илеççĕ.
В.Ермошкин, ЧР «Россельхозцентр» Патăрьел районĕнчи филиал пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, районти кашни ял хуçалăх предприятийĕнче тата ХФХра вăрлăха элита сорчĕсемпе çĕнетес енĕпе ĕçсем епле пынине уçăмлатрĕ. Кунта пурте йĕркеллĕ пырать теме çук-ха: вăрлăха 81 процент чухлĕ çеç кондицие лартнă. Çак ĕçе ырана хăвармасăр паянах пурнăçламалла.
В.Давыдова, район администрацийĕн специалистне, ял хуçалăх техники кивелсе пыни хумхантарать. Пĕлтĕр районти çĕр ĕçченĕсем 8 единица çĕнĕ техника туяннине пĕлетпĕр-ха (вĕр-çĕнĕ хăватлă тракторсен хуçисем - фермерсем), çапах та трактор-комбайнсен ытларах пайĕ - тахçантанпах усă курнăран кивелнĕскерсем. Вĕсемпе ĕçлеме кадрсем çитменни - тепĕр проблема. Тивĕçлĕ канури механизаторсемпе ялан ака- суха тăваймăн. Кунта çамрăксене çак специальноçсене алла илме ЧР Ял хуçалăх министерствин«Нива» вĕрентỹ центрĕн» Шăмăршăри филиалĕ пулăшма хатĕр, кĕске вăхăтрах трактористсемпе комбайнерсене хатĕрлеме май парать. Вăхăтра заявка памалла çеç.
- Ял хуçалăх техникипе уй-хирте ĕçлеме те права кашнинех кирлĕ, - çак шухăша малалла тăсрĕ В.Матвеев, районти патшалăх надзорĕн инспекцийĕн ертỹçи.
Çавăн пекех Владимир Дмитриевич ĕç хăрушсăрлăхĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Ĕçре, уйрăмах техникăпа ĕçленĕ самантра, яланах асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерчĕ.
Çапла пĕтĕмлетрĕç 2018 çулхи ĕç-хĕле çĕр ĕçченĕсем, кăçалхи плана тишкерчĕç. Питех те яваплă ĕçе пуçăнĕç вĕсем çĕр пичĕ юртан тасалса пĕтсен. Çавăнпа та акана тĕплĕн хатĕрленмесĕр тухаймастăн. Яланах ăнăçу пултăр сире, тыр-пул çитĕнтерекенсем!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru