Çунатлă туссем валли - сырăшсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-01-29 08:43:05 Версия для печати
Кормушки.jpg
ХĔЛЛЕ вĕçен кайăксем выçăпа аптраççĕ, çынсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Çавăнпа та Васан шкул ачисем кайăксем валли сырăшсем турĕç. Тăрăшуллăраххи 5-мĕш класс пулчĕ. Вĕсем технологи урокĕнче сырăшсем турĕç. Ачасене çак ĕçре Зинаида Ивановна Свеклова пулăшса тăчĕ. Çак куннех вĕсем хăйсем тунă сырăшсене урама йывăç çине тухса çакрĕç. Сырăш ăшне кайăксем валли апат хучĕç. Тепĕр кунне ачасем шкула çитсен кайăксем йывăç çинче апат çинине курсан питĕ савăнчĕç.
Çавăнпа та кайăксене пурте пулăшсах тăрăр! Вĕсем те, çынсем пекех, чунлă.
А. АРХИПОВА,
А. ЕФИМОВА,
«Хунав» кружок членĕсем.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru