ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ ялĕнче пурăнакан Татьяна Ивановна Евлешкинана - шкул çулне çитмен ачасемпе нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен воспитателе - район администрацийĕ Хисеп грамотипе наградăлани ял çыннисене те савăнтарчĕ.
1984 çултанпа 35 çул хушши пĕр улшăнмасăр çак тивĕçре тăрăшать вăл, Чĕмпĕрти педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах (1981-1984 çç). Пăчăрлă Пашьелне килме вара юрату çул кăтартнă: 1986 çулта Ульяновск облаçĕнче Аркадий Евлешкинпа пĕрлешсен мăшăрĕн тăван ялне пурăнма куçнă.
Малтанхи çулсенче вырăнти халăх чĕлхине пĕлменрен çамрăк кине çăмăлах килмен. Ирçе хĕрĕн васкавлăн чăвашла вĕренме тивнĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне килĕштерсен чăваш чĕлхи те ансат пек туйăнать иккен. Аркадийĕн амăшĕ, аппăшĕсемпе тетĕшĕ те кăмăллăн йышăннă Татьянăна хăйсен çемйине. Çĕнĕ çын та, уçă кăмăллăскер, пĕрремĕш кунах пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă - савнă мăшăр, çепĕç кин, юратнă инке пулса тăнă.
Çапла Татьяна Ивановна Пăчăрлă Пашьелĕнче 32 çул пурăнать ĕнтĕ. Хавас кăмăллă, пурне те ырă сунакан çынна ял-йыш та савать. 1988-1994 çулсенче Т.Евлешкина «Радуга» ача сачĕн заведующийĕн тивĕçне те пурнăçларĕ - пысăк яваплăха туйса ĕçлекен педагога районта та асăрхаççĕ. Уйрăмах роно пуçлăхне - Геннадий Павлович Бабочкина лайăх сăмахсемпе аса илет вăл - ăшă кăмăлĕшĕн, кирлĕ сĕнỹсем парса ĕçре пулăшса, хавхалантарса тăнăшăн.
Евлешкинсен çемйи ĕçчен те тирпейлĕ, йĕркелĕхпе палăрса тăрать. Виçĕ ача - икĕ ывăлпа хĕр ỹстернĕ вĕсем, кашнинех пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Виççĕшĕ те çемьеленнĕ, мăнуксем те çитĕнеççĕ. Унсăр пуçне упăшкипе пĕр тăванĕн ывăлне те - амăшĕсĕр тăрса юлнă пĕчĕк Сережăна - пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Тăван кил-çуртра тăтăш пулать вăл, çемйипех килсе çỹрет, хăйне юратса ỹстернĕ çынсене чĕререн тав тăвать.
Халĕ ĕнтĕ Татьяна Ивановна ялти Культура çурчĕ йĕркелекен пултарулăх каçĕсенче чăваш халăх юррисене шăрантарать, кулăшла интермедисенче тĕп рольсем калăплатать. Ку çеç те мар, килĕнче хăнасем пуçтарăнсанчăваш юррине пуçласа юрлаканĕ те вăлах.
«Илемлĕ, илемлĕ,
Илемлĕ чăваш юрри.
Илемлĕ чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна...» - киленсех юрлать вăл сцена çинче. Килĕнче вара унăн юратнă юррисем çаксем: «Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр», «Аннене анне тееççĕ» тата ытти те.
Кам калĕ ăна халь чăваш мар тесе?
- Мăшăрпа пĕр çăвартан, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан, унăн тăван чĕлхипе культури те хăвăрт çывăхланать, - тет Т.Евлешкина. - Мордва Республикинче пурăнакан тăвансемпе калаçнă чухне те тăтăш чăваш сăмахĕсем тухса каяççĕ - кунти ял-йыш, район, - пурте халĕ тăван. Мăшăрăн, ачасен тăван çĕршывĕ маншăн та çывăх та хаклă. Шăмăршăра çынсем чăннипех те ăшă кăмăллă та тараватлă, çавăнпа чун туртать те Чăваш Ене.
Çак кунсенче ял-йышра хисепе тивĕçнĕ Т.Евлешкина 55 çул тултарчĕ. Эпир те ачасен юратнă воспитательне, савăк кăмăллă сăпайлă хĕрарăма çак юбилейпе тата Татьянăсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.