Çемйипех - хỹтĕлевçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-01-25 09:27:01 Версия для печати
Анатолий Петрович.jpg
УНĂН кун-çулĕ пирки ал тупанĕ пысăкăш хут татăкĕ çине çырса вырнаçтарма пулать. Апла пулин те пархатарлă пурнăçĕ. Вăл - çар çынни, Тăван çĕршывăмăрăн чăн-чăн хỹтĕлевçи. Сăмахăм - Палтиелĕн пултаруллă арĕ - Анатолий Петрович Головинский çинчен.
Çут тĕнчене 1947 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче килнĕ вăл. Амăшĕ Анисья Романовна - Палтиел вăтам шкулĕнче математика вĕрентнĕ. Ашшĕ Петр Иванович - виçĕ вăрçă паттăрĕ. Финн вăрçине хутшăннă, Хасан кỹлли патĕнче яппун самурайĕсемпе çапăçнă, Çĕршывăмăра фашистсенчен хỹтĕленĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен кăкăр тулли орден-медальпе таврăннăскер тăван колхоза ертсе пынă. Шел, 1953 çулта вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Асли пулнă май, Алевтинăпа Лариса тата Валентина йăмăкĕсемшĕн тетĕш кăна мар, ашшĕ вырăнĕнче пулнă Анатолий. Çывăх çынни пекех, Çĕршывăн чăн-чăн çынни пулма тĕллев тытнă. Пĕчĕклех ĕçе кỹлĕннĕскер, йĕркелĕхе, яваплăха хăнăхнă. Спортпа туслашнă, ăмăртусенче палăрнă. Каярах, çуран 5 çухрăма чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Ялти шкулта, Тутар АССРĕн Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар Шăхальти вăтам шкулта ăс пухнă.
Ача чухнехи çутă ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе А.Головинский Каспири (Баку) С.М.Киров ячĕллĕ Хĕрлĕ Ялавлă аслă Тинĕс Çар училищин штурмансен факультетĕнче вĕреннĕ (1964-1970 çç), 5-курсрах стажировка тухнă: шыв ай карапĕн электронавигаци ушкăнĕн командирĕн ĕçĕсене тунă, «Океан» çар вĕренĕвне хутшăннă. Унтан çар службине шыв ай карапĕ çинче ирттернĕ (1970-1972 çç). 1972-1984 çулсем - А.П.Головинский Кронштадтра тимленĕ хĕрỹ тапхăр.
Вĕренỹ отрячĕн преподавателĕнче - электроника тренажерĕн кабинечĕн начальникĕнче тăрăшать. Шыв ай карапĕн рулевой сигнальщикĕсене хатĕрлет. 1984-1986 çулсенче Анатолий Петровичăн служби Çĕнĕ Çĕр çинче иртет. Çар склачĕн начальникĕнче, штабăн йĕркелỹпе мобилизаци пайĕн пуçлăхĕн заместителĕнче тимлет. 1986-1992 çулсенче Тинĕс-Çар Флочĕ çумĕнчи Железняк ячĕллĕ 23-мĕш аслă электромеханика шкулĕн (Кронштадт) вĕренỹ пайĕн начальникĕ.
1992 çултанпа - запасри офицер, 2-рангри капитан. Тăрăшуллă ентешĕмĕре 5(!) хутчен «Çар тивĕçне таса кăмăлпа пурнăçланăшăн» 1 степень медалĕпе, «СССР Çар Вăйĕсен ветеранĕ» медальпе наградăланă. Ĕçне кура - хисепĕ!
А.П.Головинскин 2 ывăлĕ те - Тинĕс-Çар офицерĕсем. Асли - Андрей М.В.Фрунзе ячĕллĕ Аслă Тинĕс-Çар училищин гидрографика факультетне пĕтернĕ. Çичĕ çул хушши Камчатка çур утравĕ çинче службăра тăчĕ. МускавриÇар университетĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ хыççăн Санкт-Петербургра службине малалла тăсрĕ. Халĕ, тивĕçлĕ канура пулин те, Тинĕс Çар институтĕнче преподавательте ĕçлет.
Кĕçĕнни - Александр А.С.Попов ячĕллĕ Тинĕс-Çар электроника инсттутне вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра РаççейĕнПатшалăх Хăрушсăрлăх службин (ФСБ) Тинĕс çыранĕсен хỹтĕлевĕн Институтĕнче пулас офицерсене радиотехника хатĕрĕсем çинчен вĕрентет.
Ывăлĕсем те, ашшĕ пекех, 2-рангри капитансем. Çар династине таса чун-чĕрепе тăсаççĕ.
Çапла, Палтиелĕнче ỹссе çунат сарнă Çыннăмăрпа - Анатолий Петрович Головинскипе, унăн ывăлĕсемпе пирĕн мăнаçланмалăх та, ырă тĕслĕх илмешкĕн те сăлтав нумай.
Зинаида СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru