«Çынлăха нихăçан та ан çухатăр!»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-01-15 08:46:37 Версия для печати
1 (24).JPG
«Çемьене упрăр: çемьере халăх тата патшалăх тĕревĕ. Çирĕп те туслă çемьешĕн пурнăç синкерĕсем хăрушă мар», - тенĕ И.Я.Яковлев хăйĕн «Халалĕнче». Çак сăмахсен чăнлăхне эпир яланах туйса тăратпăр. Акă Патирекре пурăнакан Севрюгинсем кăçал 65 çулхи çемье юбилейне паллă тăваççĕ.
Петр Севр югин - 90 çулхи юбиляр
Çак кунсенче çемьере чи асли - Петр Петрович - 90 çул тултарать. Аса илмелли, паллах, сахал мар...
...1929 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Патирек ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă вăл. Тăхăр çулта чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Çемьере асли пулнăран, йывăр ĕçсем пурте Петỹк çине тиеннĕ. Пилĕк класс пĕтерсен шкула кайма пăрахнă - вăрçă пуçланнă. Çапла вун икĕ çулта çитĕннисемпе пĕр тан колхозра ĕçлеме тытăнать вăл - хирте лашапа суха тăвать.
Салтака кайма ят тухсан 1949-1953 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă: Украинăри Харьковра миномет расчечĕн командирĕ пулнă. Киле таврăнсан артиллери сержантне «Искра» колхозра кассир-счетовод ĕçне шанса параççĕ. Çак тивĕçре 30 çул ытла тăрăшнă вăл, унсăр пуçне 15 çул колхозри пуçламăш парти организацине ертсе пынă - пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 46 çулпа танлашать.
1954 çул Петр Севрюгинăн кун-çулĕнче питех те паллă çул пулса юлнă: вăл Васан хĕрне - ĕçчен те сăпайлă Анастасия Сидорована тĕл пулса ĕмĕрлĕхех килĕштернине туйса илнĕ. Пĕрре курсах кăмăлне кайнă чипер сăн-питлĕ, тăпăлкка кĕлеткеллĕ Наçтук чĕрере юрату хĕмлентернĕ. Нумай шутласа тăмасть каччă - тепĕр куннех хĕр кăларса килет. Çапла Петр Петровичпа Анастасия Никифоровна 65 çул ĕнтĕ пĕр çемьере шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ.
«Çĕвĕçе вĔренме май пулмарĕ»
Наçтук аппа та шăпине тав тăвать ĕçчен те тăрăшуллă арçынпа пĕрлештернĕшĕн. Чăн-чăн пурнăç çынни, çемье тĕрекĕ унăн мăшăрĕ. Кил-çуртра вăл тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ - халĕ те алă усса канса ларма пĕлмест. Тĕреклĕ кил-хуçалăхра вăй çитнĕ таран кăштăртатать - Радик ывăлĕпе Наташа кинне пулăшать. Вĕсем кĕçĕн ывăлĕн çемйипе 30 çул ĕнтĕ пĕр килте килĕштерсе пурăнаççĕ.
Ĕçре кăна мар, канура та пултаруллă кил хуçи. Çамрăкрах çулсенче ялти клубра концерт-спектакльсене хутшăннă, купăс, балалайка, сĕрме купăс каласа ял-йыша савăнтарнă.
Нумаях пулмасть 85 çул тултарнă Анастасия Никифоровна та çулĕсене парăнасшăн мар. Ĕмĕрĕпех колхозра уй-хир бригадинче пĕр кун сиктермесĕр ырми-канми тăрăшнă вăл. Хĕр чухне вăрман каснă, ăна вăкăрсемпе турттарнă. Хĕллехи кунсенче вăрманта кĕпи аркисем пăрланса кайнине, ал-ури туйми пуличчен шăнса кỹтнине паян кун та аса илет. Çĕвĕç пулас ĕмĕт пулнă унăн - пурнăç йывăррипе май килмен. Çак ĕçе ятарласа вĕренмен пулсан та, ачисене хăй çĕленĕ кĕпе-йĕмпе ỹстернĕ, ытти ал ĕç тума та ăста. Халĕ те хĕллехи вăрăм каçсенче аллинчен пански йĕппи каймасть - ачисене, 14 мăнукне, 11 кĕçĕн мăнукне çăм çиппинчен (сурăхсем яланах йышлă усраççĕ) алса-нуски çыхса парать.
Ашшĕ-амăшĕ - ачисен куçĕпе
- Пĕчĕрех чухне атте пире кашни каçах кĕнеке вуласа паратчĕ. Каярах, вулама вĕренсен, хамăрах килти библиотекăран кĕнекесем суйлаттăмăр. Атте питĕ кĕнеке вулама юрататчĕ - лавккара пĕтĕмпех тупса илме май çуккипе почта урлă çырăнса илетчĕ. Пире ỹссен аслă пĕлỹллĕ специалистсем пулмалли çинчен каласах тăратчĕ, - аса илет Софья Петровна хĕрĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех районти спорт шкулĕнче завуч, тренер пулса ĕçленĕ. Спорта та ашшех явăçтарнă ачисене. Хăй те вăл 60 çулчченех районти ăмăртусене хутшăннă: кросра та, йĕлтĕрпе те çивĕч чупнă. Халĕ çывăхри вăрмана уçăлма çỹрет. Çулла Радик ывăлĕн фермер хуçалăхне курма хире тухса çỹрет - уйрăмах купăста ăнса пулать кĕçĕн ывăлĕн. Тулли кăмăлпа таврăнать вара килне аслă çулхи çĕр ĕçченĕ.
Ĕçе тĕплĕ пурнăçлама та, çемьене куç шăрçи пек упрама та тăван килте курса-вĕренсе ỹснĕ пилĕк пĕр тăван. Пысăк çемьере яланах туслă пурăннă, пĕрне-пĕри пулăшса пынă. Халĕ те çаплах. Йышпа ĕçлеççĕ, уявсенче те пĕрле савăнаççĕ.
- Пирĕн кил-çурт çынран татăк тăман - чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ килсе çỹренĕ, - малалла калаçать Радик Петрович. - Килнĕ çынна яланах сĕтел хушшине лартнă, çăкăр-тăвар сĕннĕ. Чăвашсен ĕлĕкрен пыракан ырă йăли паян кун та чĕрĕ.
- Анне пурнăçра пуринчен ытла çынлăха, ырă кăмăла мала хурать, - сăмах хушать Валерий Петрович. - «Çынна ырă тума тăрăшăр - ырă ырăпах таврăнать, - пĕчĕкрен вĕрентетчĕ пире анне. - Кунран кун лайăхран лайăх пулăр, ял-йыш хушшинче ырă ятпа кăна çỹрĕр». Епле хаклă пирĕншĕн çак сăмахсем паянхи кун та! Эпир атте-аннене чыса упрама тата ыррине кăна вĕрентнĕшĕн тем пек тав тăватпăр...
Ял-йышра хисепе тив ĕçнĕ Çем ье
Севрюгинсем Патирекре хисеплĕ çемье шутланаççĕ - ĕçчен, тирпейлĕ, уçă кăмăллă. Яланах вылăх-чĕрлĕх йышлă усранă, хурт-хăмăр тытнă. Хăйсен аллипе кермен пек çурт çавăрнă, хăйсем пекех ылтăн алăллă та мал ĕмĕтлĕ ачасем çуратса ỹстернĕ. Виçĕ ывăлĕ - ял хуçалăх институтĕнче, пĕри - милици шкулĕнче аслă пĕлỹ илнĕ, хĕрĕ вара - педагог. Кашниех çемьеллĕ, кил-çуртлă, ача-пăчаллă. Пурте тăван районтах тĕпленнĕ.
- Пирĕн чи пысăк пуянлăх - ачасем, - тет Петр Петрович хĕрĕпе ывăлĕсем тăван киле пуçтарăнсан.
2011 çулта Шупашкарта чи лайăх ĕç династийĕсен слетне хутшăнма тивĕçнĕ Севрюгинсем. Унта вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕç династийĕсен паха йăлисене аталантарса пынăшăн чĕререн саламланă, Тав çырăвĕпе, хаклă парнепе чысланă. Çав çул Севрюгин- сен çемйин ĕç стажĕ 187 çулпа танлашнă.
«Юратупа шанчăклăхшăн» медаль те упранать çемье архивĕнче. Унпа çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ мăшăра Юратупа çемье кунĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче наградăланă. Унсăр пуçне ĕç тата тыл ветеранĕсен кашнинех «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче - 1941-1945 ç.ç. - хастар ĕçленĕшĕн» медаль те пур. Çăмăл килмен вĕсен ачалăхĕпе яш çулĕсем вăрçă вăхăтĕнче иртнĕрен.
Çырма урлă каçма хунă иккен -
Эпир каçаймасăр юлн(ă) иккен.
Пирĕн çамрăк пурнăç иртрĕ иккен -
Эпир сисеймесĕр юлн(ă) иккен.
Çапла юрлаççĕ ватăсем çав çулсене аса илсен. Хăйсем тỹснине ачисем ан курччăр тесе сахал мар тăрăшнă вĕсем. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, шкулта лайăх вĕренме хистенĕ, ял умĕнче çынлăха, чыса упрама вĕрентнĕ.
Пĕрне-пĕри ăнланса, хисеплесе, хавхалантарса тăракан мăшăрсем - чăннипех пурнăç тĕрекĕ. Çур ĕмĕр ытла алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе çирĕп утакан çемьесене ял-йыш та хисеплет.
Петр Петрович вара çемйипе савăнать. Ачисем, чăн та, районта сумлă ĕçĕсемпе те, ăшă кăмăлĕпе те паллă çынсем. Уйрăмах çамрăксем - мăнукĕсем - ĕçченлĕхпе çитĕнни шанчăк парса тăрать. 14 мăнук хушшинче 2 çар офицерĕ, пĕр МЧС сотрудникĕ, врач-терапевт, дизайнер, художник, бухгалтер, фермер. Данил мăнукĕ тин çеç çар службинчен таврăннă. Арсен çак самантра çар тивĕçне пурнăçлать. Кашниех мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă, пултаруллă.
Тĕрлĕ хулара вĕренекен е ĕçлекен мăнуксем Шăмăрша килсен юратнă аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне пухăнаççĕ, ватăсен сывлăхĕпе интересленсе тăраççĕ, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Çула тухнă чухне вĕсене ăшă сăмахсемпе пиллесе ăсатаççĕ ватăсем. Вĕсем чун-чĕререн каланă сăмахсем яланах çитсе пыраççĕ...
- Пурнăç лайăх халь, эпир ỹснĕ самантри мар, - теççĕ Севрюгинсем. - Пурте çителĕклĕ - газĕ талăкĕпех ăшă тытса тăрать, шывĕ те пỹртех кĕрет - савăнса кăна пурăнмалла... Ачасем çирĕп ураланчĕç, мăнуксен, кĕçĕн мăнуксен телейне те курасчĕ-ха, - теççĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕсем.
Çапла пултăрччĕ! Сирĕн ырă ĕçĕрсем çамрăксемшĕн малашне те çирĕп никĕс пулса тăччăр!
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru