231 çемьере - 762 ача

Категория: Публикации Опубликовано: 2023-02-17 10:17:09 Версия для печати
htmlimage.png
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче виçĕ е ытларах ачаллă (аслă ачи 18 çула çитичченхи) 231 çемье пурăнать. Вĕсем 762 ача пăхса ỹстереççĕ.

Муниципалитет округĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай нумай ачаллă çемьесене патшалăх çăмăллăхĕсене илмешкĕн ятарлă удостоверенипе тивĕçтерет.

«Демографи» Наци проектне 2019-2024 çулсем валли йышăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ - çĕр-шывра ача çуралассин шайне çĕклесси, аслă ăру çыннисен ĕмĕрне тăсасси. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркипе çирĕп тытса пыракан граждансен йышне те ỹстерсех пымалла, халăхăн 55 процентĕнчен кая мар спортпа туслаштăр тесе тăрăшмалла.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru