Пултаруллă çамрăксене - республика Пуçлăхĕн стипендийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-01-11 08:39:04 Версия для печати
2018 Çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев пултаруллă çамрăксене хавхалантарас тĕллевпе 2019 çулта ятарлă стипенди илсе тăмашкăн Хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, республикăри 1000 яшпа хĕр кашни уйăхра 1830 тенкĕ илсе тăма тивĕçнĕ. Çак списокра пирĕн район хастарĕсем те пур. Вĕсем вĕренỹре, спортра, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ, обществăлла пурнăçра активлăх кăтартаççĕ. Акă вĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем:
Дмитрий Владимирович ДЕНИСОВ - Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен;
Татьяна Алексеевна ЕЛИСЕЕВА - Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен;
Софья Сергеевна ИЗМУКОВА - Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен;
Александр Николаевич ПОЛКОВНИКОВ - Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен;
Александр Васильевич ТЕНИШЕВ - ЧР «Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕн çумĕ;
Вячеслав Александрович ЦЫГАНОВ - Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен;
Антон Валерьевич ЧУРАЕВ - Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен.
Эпир сире пурне те ăшшăн саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.
ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăма районтан тăратнă çамрăксен хушамачĕсене пĕлетпĕр. Вĕсемпе эпир хаçатра паллаштарсах тăрăпăр. Тен, çак чыса Шăмăршă районĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ республикăри хуласенче вĕренекен е ĕçлекен ытти яшсемпе хĕрсем те тивĕçнĕ? Вĕсем çинчен ашшĕ-амăшĕ, учительсем, тăванĕсем пире пĕлтерессе кĕтетпĕр.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru