Телемедицина - сывлăх сыхлавĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 2023-02-10 10:22:17 Версия для печати
Здравоохранение_лого_чб.jpg
Шăмăршă муниципалитет округĕн больницинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Пĕрлехи цифра контурне патшалăхăн сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи информаци системи урлă сывлăх сыхлавĕнче йĕркелесси» (ЕГИСЗ) регион проекчĕ вăя кĕрсе пырать. Ку енĕпе халĕ телемедицина технологийĕсем малта тăраççĕ.

Телемедицина консультацийĕсем медицина учрежденийĕсем хушшинчи çыхăнăва лайăхлатма пулăшаççĕ. Çакă вара регион тĕллевне пурнăçлама май парĕ. Тĕллев - сывлăх сыхлавĕн системине медицина учрежденийĕсен çыхăнăвне патшалăхăн пĕрлехи информаци системи урлă аталантарасси, Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи цифра технологийĕсене тата платформа йышăнăвĕсене 2024 çулччен пурнăçа кĕртесси.

Шăмăршă муниципалитет округĕн больници республикăри медицина учрежденийĕсемпе, уйрăмах Чăваш Енĕн аякра вырнаçнă сыватмăшĕсемпе, телемедицина урлă канашлать.

2022 çултанпа муниципалитет округĕн больници сывлăх сыхлавĕн специалисчĕсемпе 69 телемедицина консультацийĕ ирттернĕ.

- Телемедицина технологийĕсем муниципалитет округĕн гражданĕсене вăхăтлă тата пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама çул уçрĕç, - пĕлтерет Шăмăршă муниципалитет округĕн больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова. - Пациентсене чир-чĕртен сиплес ĕçре медицина ĕçченĕсене тĕрĕс йышăнусем тумашкăн ку - сисĕмлĕ пулăшу.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru