Пенсионерсем кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-12-28 08:56:38 Версия для печати
ПЕнсионный фонд фото специалистов1.jpg
ШĂМĂРШĂРИ пенси тытăмĕнче пиллĕкĕн ĕçлеççĕ. Дмитрий Николаевич Федоськин руководитель ертсе пыракан коллективра Екатерина Леонидовна Максимова, Ирина Егоровна Мердеева, Наталия Ивановна Ильина, Анжела Васильевна Исаева специалистсем вăй хураççĕ.
Юлашки вăхăтра пенси ыйтăвĕсемпе килекенсен йышĕ уйрăмах нумай. Ку, паллах, пенси саккунĕнчи çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă. Ял хуçалăхĕнче 30 е ытларах ĕçленĕ, хальхи вăхăтра ялта пурăнакан, ĕçлемен пенсионерсен ватăлăх пенси шайне 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 25 процент (1333 тенкĕ) ỹстерме палăртни те тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕсене тĕрлĕ ыйтупа пенси фондне çитме хистет. Çак пенсионерсем халĕ ватă ĕнтĕ, куçĕ те япăх курать, хăлхи те витĕрех мар. Чылайăшĕ хăйсен вырăнне ачисене е çывăх тăванĕсене яраççĕ. Уйрăмах Н.Ильина тата И.Мердеева ларакан ĕç кабинетĕнче халăх йышлă - иртен пуçласа каçченех черет. Специалистсем документсене тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, хăйсене иккĕлентерекен ыйтусемпе Д.Федоськин ертỹçĕ патне кĕрсе тухма сĕнеççĕ. Унта ĕçлекенсем кашни çынпах кăмăллăн калаçаççĕ, ăнлантарса пама тăрăшаççĕ. Телефон урлă та тĕрлĕ ыйту çине хуравсем параççĕ. Акă Н.Ильина «Восход» колхозран килнĕ Валентин Георгиевич Степановăн мăшăрĕ илсе килнĕ документсемпе паллашрĕ, юлашкинчен çапла пĕлтерчĕ: «Сирĕн иксĕрĕн те колхозра ĕçленĕ стаж çитет - эсир списокра». Хĕрарăм савăнать, пĕр кун сиктермесĕр колхозра ĕçленĕ вĕсем. Ватлăхра çакăншăн пенси ỹстерни пысăкпулăшу. Хурав илнĕ хыççăн вăл специалистсене тав турĕ, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа хăварчĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: кашни кун çын йышлă пулсан та, кунта ĕçлекенсем клиентсене хапăл туса йышăнаççĕ, ыйтусене вăхăтра татса пама вăхăт та, чăтăмлăх та çитереççĕ.
Ф.КУЗНЕЦОВА,
районти Ветерансен канашĕн ертỹçин çумĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru