Асаннесен тĕрринче - аваллăх тĕнчи, малашлăх çути

Категория: Публикации Опубликовано: 2022-11-25 14:47:48 Версия для печати
Убасева и дети.jpg
Чăваш тĕррин кунне Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн сăрă ăсталăхĕн (ИЗО) преподавателĕ Ольга Убасева чăтăмсăррăн кĕтет. Тĕрлесси - унăн кăмăл туртăмĕ, кул- ленхи ĕçĕ. Ольга Васильевна шучĕпе, тĕрĕ - чăваш халăхĕн историне, çырулăхне, ал ĕç культурине тата чăваш чунне уçса паракан ăсталăх.

Ольга студент çулĕсенче тултарса (гладью), хĕреслĕ канвапа тĕрлеме юратнă. Чăваш тĕррине тĕрлес ăсталăхпа 2020-2021 çулсенче Культура институчĕн (ЧГИКИ) мастер-класĕнче паллашнă. Унта пĕрремĕш хут чăваш эрешне тĕрленĕ, каярах вĕтĕ шăрçасенчен (бисер) 44 сантиметрлă масмак – хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли хатĕрне - çыхнă. Ольга Убасева чăвашсен пуян çĕвви-эрешĕн паллисем çинчен сехечĕпе калаçма хатĕр. Сăмахран, пирĕн, анатри чăвашсен, ỹкерчĕкĕсем пысăк. Убасевăн тĕрри çинчи чи пысăк эреш - пурнăç йывăççи, ăрусен çыхăнăвне палăртать. Ун аялти тураттисем - несĕлсене, вăтаммисем - пире, çỹлтисем ачамăрсене евĕрлеççĕ. Йывăç тăрринчи 3 хĕвел тĕнче тытăмне ăнлантараççĕ. Тỹпе - виçкĕтеслĕхри тỹрĕ йĕр, çĕр - горизонталь йĕрĕсемлĕ виçкĕтеслĕх (сăрт-ту), шыв кукăр-макăр йĕр, тăваткĕтеслĕх - 4 кĕтеслĕ çĕр лаптăкĕ, хĕвел - район çыннисен туслăхĕпе килĕшĕвĕ, авăнчăк - авалхин астăвăмĕпе малашлăх ĕмĕчĕ, авăнчăклă ромб - халăхсен юлташлăхĕпе танлăхĕ, нумай йĕрлĕ виçкĕтеслĕхсем - çỹлелле ăнтăлни, ăнланулăх, çывăх çынсене юратни тата тимлĕх уйăрни, хире-хирĕç пăхса ларакан вĕçен кайăксем - çынсен ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕ... Акă мĕне пĕлтереççĕуйрăм паллăсем.

Тĕс тĕрĕ ăсталăхĕнче тĕп вырăнта. Шурă, тĕслĕхрен, - тасалăхпа сывлăха, хĕрлĕ - вута, телее, уявлăха, сарă - хĕвелпе савăнăçа, симĕс - пурнăçпа ĕрчевлĕхе палăртаççĕ.

Ольга Убасева 2021 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче - Республикăмăр кунĕнче - старт илнĕ «Тĕрленĕ Чăваш ен» проекта хутшăнса Шăмăршă районĕн карттине тĕрлерĕ.

Малтанах несĕлĕмĕрсен çĕвĕ-эрешĕн паллисене вуншар видеоочеркпа хаçат-журнал статйисем урлă ăша хывнă, амăшĕн арчинчи ал шăлли, саппун, вырăн таврашĕн т.ыт.те эрешĕсене тишкернĕ. Тĕрĕ эскизне тунă.

«Тĕрленĕ Чăваш ен» акцие хутшăнни О.Убасевăна чăвашсен авалхи çыруллă тĕррисем çинчен нумай пĕлме пулăшнă. Хăйĕн ăсталăхĕпе Ольга Убасева пĕтĕм Шăмăршă тăрăхне чапа кăларнă.

... Тĕррĕн асамлă тĕнчине лекнĕ ăста 1987 çулта Шăмăршă вăтам шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан Ульяновскри 4№ педагогика училищине çул тытнă. Алла диплом илсен çак хулари тата Шăмăршăри ача сачĕсенче ĕçленĕ. Унтан районти Культура керменĕнче - художникра, Ача-пăча искусство шкулĕнче преподавательте вăй хунă. Мал ĕмĕтлĕ хĕр 1994-1999 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн художествăпа графика факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ.

2000-2015 çулсенче Шупашкарти «Чăваш Ен тата Марий Эл Таварĕсем, Çăмăллăхĕсем, Хакĕсем» журнал редакцийĕнче дизайнерта тăрăшнă.

2015 çултанпа Ольга Васильевна «Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕ» хушма пĕлỹ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕнче арçын ачасемпе хĕрачасене сăрă ăсталăхне вĕрентет. ИЗО преподавателĕ декоративлă ал ĕç ăсталăхĕн урокĕсенче çитĕнекен ăрăва чăваш тĕррине тĕрлеме хăнăхтарать. Вуншар ача асаннемĕрсен тĕрĕ-эрешне тишкерсе пир çине куçарать, аслă ăрăвăн тĕлĕнмелле ăсталăхĕ урлă ытарми илеме пирĕн патăмăра çитерет. Район тата республика шайĕнчи конкурс-выставкăра Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн тĕррисене пысăк хак параççĕ.

Хăйĕн ăсталăхне çамрăк ăрăва парассишĕн ырми-канми тимлет Ольга Убасева. Илемлĕх туйăмĕ, чăвашлăха чунтан савни ĕмĕрсен эрешĕсене килес ăрусем патне çитересси куç кĕрет...

Зинаида Свеклова .
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru