Алли - ылтăн, кăмăлĕ - кĕмĕл

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-12-25 08:59:37 Версия для печати
Алюков ЛА11124211111.jpg
ЛЕОНИД АЛЮКОВ 1968 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ашшĕ - Анатолий Васильевич - тракто- ристра, амăшĕ - Нина Селеверовна - дояркăра ĕçленĕ. Çемьере кĕçĕнни тата пĕр ывăл (аслисем - икĕ хĕр ача Лариса тата Люда) пулсан та ачашласа ỹстермен Леньăна. Техника патне туртăннине кура ашшĕ ывăлне тракторпа ĕçлеме ачаллах хăнăхтарнă. Хирте руль та шанса панă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче уроксем хыççăн ашшĕ патне хире тракторпа ĕçлеме пулăшма чупнă.
Маттур та ĕçчен Леня шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Спортпа туслă пулнă, шкулти обществăлла пурнăçа активлă хутшăннă.
Сакăр класс пĕтерсен, вун пиллĕкре, пĕр класра вĕренекен Иван Мульдюковпа пĕрлекомбайнерта ĕçлеме пуçланă (Иван 12-рех комбайнпа ашшĕне пулăшакан пулса ĕçленĕ).
Шăмăршă вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренме тытăнсан, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕлỹ кунне уявланă линейка хыççăн «Правда» колхозăн тĕп инженерĕ В.Н.Захаров хире илсе каять икĕ вĕренекене. Тата пĕр эрне урок хыççăн тырă пуçтарса пĕтерсен тин комбайна хĕл каçма тирпейлесе лартаççĕ икĕ юлташ.
Шăмăршăри вăтам шкулта экзаменсене ăнăçлă тытса пĕтерсенех тăван колхозра трактористра ĕçлеме пуçлать. Шкулта автодело предметне вĕрентнĕ Г.Терентьев преподавателе ăшă сăмахсем каласа тав тăваççĕ Леонидпа пĕр вăхăтра вĕреннĕ ачасем.
«Правда» колхозра тăрăшнă хушăрах çара кайма хатĕрленет каччă - виçĕ уйăх Канаш хулинчи ДОСААФ шкулĕнче водителе вĕренет. Ят тухсан салтака каять. Туркменире Кушка хулинче, Ташкент хулинче службăра пулать. Хăйсен чаçĕн командирĕн - полковникăн юратнă водителĕ пулса тăрать.
Икĕ çул сисмесĕрех, хăвăрт иртсе каять. Тăван яла таврăнсан икĕ кунтанах колхоз правленине каять, ĕç ыйтать. Машина шанса параççĕ салтак тумне хывса ĕлкĕреймен çамрăка. ГАЗ-52, ГАЗ-53, ЗИЛ, КамАЗ машинăсемпе ĕçлеме тивет ун. Колхозра пысăк стройкăсем пулнă ун чухне. «Победа» колхоз хăй вăйĕпе ача сачĕ хăпартнă, витесем, техникăна лартма пысăк ангар...
- Стройматериалсене ытларах Шупашкар хулинчен турттарнă. Кунне икшер рейс туни те пулнă, тиесе килнĕ материала та хамăрах пушатнă чылай чухне, манăн ĕç мар темен, - аса илет юбиляр.
Колхоз командировкăна янипе Мускав хулинче те пулнă, Сочи таран çитнĕ. Водительте ĕçленĕ хушăрах вырма вăхăтĕнче комбайн çинче ĕçленĕ. 20 çул хушши хир карапĕн рулĕ умĕнче ларса тырă вырнă-пуçтарнă Леонид.
«Строитель» ООО организацире тăрăшнă вăхăтра та Виçпỹрт Шăмăршă, Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Хайпăла, Васан, Ярăслав, Асьял, Шамкай хирĕсенче ĕçленĕ, кỹршĕллĕ Патăрьел районне кĕрекен Чăваш Ишек ял ĕçченĕсене те пулăшнă.
Ĕçне кура хисепĕ. Ял хуçалăх производствинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе, 2007 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсен, Леонида Хисеп грамотипе наградăланă. 2008 çулта тата та пысăкрах çитĕнỹсем тăвать вăл. Шăмăршă районĕнчи комбайнерсем хушшинче чи нумай тырă çапса илсе «Вырма чемпионĕ» ята тивĕçет пирĕн юбиляр.
Малалла шăпа ăна «Чувашавтодор» организацин Шăмăршăри участокне илсе çитерет. Тăватă çул вăй хурать вăл кунта. Республикăри çулсене пăхса тăраççĕ, юсаççĕ, çĕнĕрен тăваççĕ...
Хăйне шанса панă ĕçе кирек ăçта пулсан та чунтан тăрăшса пурнăçлать Леонид Анатольевич. Çакна унăн Хисеп грамотисем çирĕплетсе параççĕ. Пурĕ 20 штук вĕсем унăн.
Хальхи вăхăтра Мускаври пĕр строительство фирминче тăрăшать вăл.
Ваттипе - ватăлла, çамрăкпа - çамрăкла тени тỹрремĕнех пырса тивет пирĕн Леонида. Асламăшĕ те, кукамăшĕ те (кукашшĕ вăрçăра пуçне хунă) пĕччен пурăннă. Çурхи ĕçсем пуçлансан яланах вĕсен пахчисене малтан ĕçе кĕртме тăрăшнă. «Килти пахча аслăк хыçĕнче, иртерех пуçлăпăр - тĕттĕмччен те ĕçлеме пулать», - тесе амăшĕ ăнлантарнине ватăсем виличченех мала хурса ĕçлесе пурăннă.
Урам урлă хирĕç çуртра пурăнакан учительпе, вăрçă ветеранĕ М.В.Каримовпа туслă пурăннă. Платник ĕçне те малтанласа Михаил Васильевич явăçтарнă, кỹршĕ-арша пулăшма илсе çỹренĕ. Чи малтанхи ĕçĕ - вăрçăра пуç хунă салтак арăмне Тăхти аппана вутă сарайĕ туса панă. Сухапуç тытма вĕренсе çитсен Михаил Васильевич пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшма илсе кайнă. «Ĕçлени çыншăн пулсан та, вĕренни хăвăншăн пулĕ», - ăс панă вĕрентекен.
В.Н.Яковлев амăшĕ те кỹршĕре пурăннă. Артиста 60 çулхи юбилейпа район панă урхамаха та Валерий Николаевич вăхăтлăх пăхма Алюковсене шанса панă, куншăн тав туса кил хуçине кĕпе тăхăнтартнă.
Çемьере те килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ Алюковсем. Ашшĕ-амăшĕн çуртне çĕнетсе пыраççĕ, тĕп çурт çумне кирпĕчрен купаласа хушма пỹлĕмсем, ванна-туалет тунă. Мунча, лупассем çĕнерен çĕкленĕ. Çынна тара тытса, укçа тỹлесе ĕçлеттермен; кил хуçи пурне те хăй аллипе тăвать. «Алли ылтăн» теççĕ ун пеккисене. Чăннипех те ылтăн алăллă, кăмăлĕпе те ырă. Ĕçне пуçлать те вĕçленине никам та курса ĕлкĕреймест. Çынна пулăшма яланах хатĕр, никампа та сивлесе калаçман. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупать.
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ Леонид Анатольевичпа Лариса Николаевна (мăшăрĕ ялти ФАПра фельдшер пулса ĕçлет). Хальхи вăхăтра виçĕ пуç ĕне-выльăх. Хур-кăвакал та йышлă ерчетеççĕ вĕсем.
Виçĕ хĕр çуралса ỹснĕ туслă çемьере. Асли - Кристина - аслă пĕлỹ илнĕ, çемьеллĕ. Мускавра ĕçлесе пурăнать. Ксюша та аслă пĕлỹллĕ, Шупашкар хулинче вăй хурать. Кĕçĕнни - Клава - Шăмăршă вăтам шкулĕнче 7 класра вĕренет, хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе ашшĕ-амăшне савăнтарать.
50 çулхи юбилей ячĕпе саламласа çывăх тăванĕсем, кỹрши-арши, тус-юлташĕ Леонид Анатольевич Алюкова çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр.
Анастасия ЮМАНОВА,
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru